28 июня 2017 г.
Вăрнар район прокуратури 25-ри çамрăк тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç пирки патшалăх айăплавĕ кăларнипе килĕшнĕ. Суд вăл ют пурлăха вăрланине пăхса тухнă.
Суд тенкелĕ çине ларнă арçын кăçалхи март уйăхĕнче, рабочире вăй хунă ял хуçалăх предприяти пурлăхне вăрласа хăйĕн автомобилĕ çине тиенĕ. Анчах та киле таврăннă чухне ăна полици сотрудникĕсем татса чарнă.
Çамрăкăн ĕçне уйрăм йĕркепе пăхса тухнă. Суд ăна 9 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Приговор саккунлă вăя кĕмен.
А.ВЛАДИМИРОВ,
район прокурорĕн тивĕçне пурнăçлакан юстици советникĕ.