Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх пысăк

28 июня 2017 г.

Наркотик тата наркомани обществăшăн çивĕч ыйту пулса тăчĕç. Вĕсем çамрăк ăрăвăн сывлăхне, кăмăл-сипетне пысăк сиен кÿреççĕ, преступленисен шутне ÿстереççĕ, тăнăçлăха хускатаççĕ.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕнчи уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри вăл – çĕнĕ йышши психоактивлă препаратсемпе, «дизайнер» наркотикĕсем – спайс, микс, ытти ят илнĕскерсемпе – усă куракансен йышĕ ÿссе пыни. Çак хутăшсен ят-сумĕ çĕпре çинчи чуста пек хăпарни чи малтанах Интернетри реклама политикипе çыхăннă. Чылай чухне препарат хуçисем виртуаллă уçлăхра сĕнекен продукци мĕнрен тăнине пĕлтермеççĕ, «уççăн сутакан» наркотиксене туянни право тĕлĕшĕнчен кăларса тăратакан яваплăхсем пирки асăрхаттармаççĕ.

Сывлăх сыхлав министерстви тĕпчесе палăртнă тăрăх, кунашкал наркотиксем организма героинран та пысăкрах сиен кÿреççĕ. Унпа пĕр хутчен усă курни те нерв тытăмне хавшатать, çыннăн хăй çине алă хурас туртăмне вăйлатать.

Федерацин З-ФЗ саккунĕн 14 статйин 4-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн пирĕн çĕршывра наркотиксен тата психотроплă хатĕрсен аналогĕсемпе усă курма чарнă.

Апла-тăк çынсем çакнашкал хутăшсемпе сиплев тĕллевĕпе усă курманни саккуна хирĕçле ĕç-хĕл пулса тăрать. Çавна май хăшĕ-пĕри наркотиксен çĕнĕ тĕсĕсене сутма саккун ирĕк парать тесе çирĕплетни пачах та тĕрĕс мар. Туртмалли хутăшсене, спайссене туяннăшăн, упранăшăн, сутнăшăн, вĕсемпе усă курма хистенĕшĕн административлă тата уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Яваплăх калăпăшĕ вара пĕчĕк мар: штраф тÿленинчен пуçласа ĕмĕрлĕх ирĕклĕхсĕр юласси таранах.

Тунтикун наркотиксемпе усă курассипе тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешессипе Пĕтĕм тĕнчери кун пулчĕ. Çак чире пĕрлехи вăйпа кăна çĕнме пулать. Енчен те сирĕн, сирĕн çывăх çыннăрсен ку ыйтупа йывăрлăхсем пур пулсан Вăрнар район тĕп больницин наркологĕ Дмитрий Леонидович Николаев пулăшма пултарĕ. Вăл поликлиникăн 33-мĕш пÿлĕмĕнче йышăнать. Шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне 8–15 сехетсенче йышăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика