Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарсем те хутшăнаççĕ

23 июня 2017 г.

Ыран – Республика кунĕ. Çак кунсенче Чăваш енре  уявпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятисем пыраççĕ. Вĕсене вăрнарсем те хастар хутшăнаççĕ.

Июнĕн 23–25-мĕшĕсенче ĕçлекен «Регионы – сотрудничество без границ» куравра Вăрнар районĕпе, аталану çулĕпе çирĕп пыракан предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пулĕ.

Вăрнар районĕнчи ултă пултарулăх коллективĕ – районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» тата «Санар» ушкăнсем, ветерансен хорĕ, Ярмушкари «Утмăлтурат» тата «Шурăмпуç», Кульцаври «Ивушка» ушкăнсем Пĕтĕм Раççейри «Русь мастеровая» тата «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальсене илемлетĕç. Вăрнарсем çавăн пекех «Бизнес-Ăнăçу» форума, АПК енĕпе çавра сĕтеле, Уй кунне, ытти мероприятисене хутшăнĕç.

Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем Пăрачкав районĕнче те анлă иртеççĕ. Вăрнарсене унта та курма май пулĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика