Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни яваплăха туять

23 июня 2017 г.

Уяр кунпа усă курса çĕр ĕçченĕ паян выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлет. Нумай çул ÿсекен курăксене çулать. Çĕнĕ утăн малтанхи тоннисене упрама хурать.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăра ферминче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Механизаторсемпе водительсем халĕ куллен хĕрÿ ĕçре пиçĕхеççĕ. Ферма çывăхĕнче вырнаçнă траншейăсем сенажпа тулаççĕ. Кăçал ăна выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклех хатĕрлеме пăхнă. Симĕс массăна вуникĕ техника турттарать. Пушатнă хыççăнах хăватлă трактор сенажа пусăрăнтарать. Ир пуçласа каçчен те ĕç шавĕ татăлмасть ферма çывăхĕнче.

Уйра та механизаторсем хăйсене шанса панă техникăран уйрăлма пĕлмеççĕ. Акă Владимир Марков (ÿкерчĕкре) çулнă курăка паккуслать. Вăл Хăмăш ялĕнчен. Хастар механизатор трактора юсавлă тытать.

– Çу кунĕсенче вăхăтпа туллин усă курма тивет. Çавăнпа кашниех яваплăха туятпăр, ĕçре тăрăшулăх кăтартатпăр, – терĕ В.Марков.

Вăл каланă тăрăх, механизаторсем ĕçчен пулнăран пахалăхлă выльăх апачĕ ытлăн-çитлĕн хатĕрлессе шанма май пур.

«Юнтапа» хуçалăха та çитрĕмĕр çав кун. Кунта акнă-лартнă культурăсене тĕрĕс пăхса çитĕнтерессипе лайăх ĕçлеççĕ. Хуçалăхра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене çумкурăкран имçамлаççĕ. Вăхăтра акнă-лартнă культурăсем пĕр тикĕс ÿсни уя çитсе курсан аван палăрчĕ. Хуçалăх ертÿçи Петр Трифонов тухăç лайăх пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

«Юнтапара» ферма çурчĕсене хĕле хатĕрлессипе те хăшпĕр ĕçсене тунă: стенасене шуратнă, çавăн пекех дезинфекциленĕ. Пăрусем валли çĕнĕ вырăнсем тунă. Кĕркуннеччен ферма тăррине те юсасшăн. Кăçал выльăх  апатне çителĕклĕ хатĕрлесшĕн, çавна май йыша та ÿстерме тĕллев тытнă.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика