Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăртассем те маттур

23 июня 2017 г.

Иртнĕ эрнере Муркаш районĕнче шкул лесничествисен республикăри слечĕ иртнĕ. Вăрнар район чысне унта хальхинче те Пăртас шкулĕнчи Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн филиалĕн «Лесной дозор» команди хÿтĕленĕ.

Çамрăк вăрманçăсем зоологи, ботаника, гидробиологи, вăрман ĕçĕ енĕпе пĕлĕве тĕрĕсленĕ, çавăн пекех «Вăрман ÿсентăранĕсен экологийĕ» тĕпчев ĕçне хÿтĕленĕ.

Слета уçнă чухне Пăртас ачисен командине тивĕçлĕ миссие пурнăçланă – вĕсем хăйсен агитаци программине кăтартнă.

Виçĕ кунхи тупăшусенче «Лесной дозор» командăна призлă вырăна лекме темиçе балл çеç çитмен. Анчах та София Захаровапа Валентина Сергеева хăйсен ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Стена хаçачĕ кăларассипе команда виççĕмĕш пулнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика