Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăм тĕсре – пĕрремĕш!

23 июня 2017 г.

Çĕрпÿ районĕнче çамрăк армеецсен  «Зарница» тата «Орленок» вăййисен республикăри финалĕ иртнĕ. Унта Чăваш енри 800 ытла шкул ачипе студент хутшăннă.

Вăрнар район чысне виçĕ команда – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул, ял хуçалăх техникумĕн тата Хапăсри шкул командисем – хÿтĕленĕ. Вĕсем теорипе практикăна çыхăнтаракан 15 конкурс витĕр тухнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартупа професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсем хушшинче ял хуçалăх техникумĕн команди 3-мĕш вырăн йышăннă. «Зарницăра» 2-мĕш шкул ачисем 27 командăран 7-мĕш пулнă.

«Орленокра» Хапăс ачисем 24 командăран 11-мĕш вырăна тухнă пулин те туристсен полосине çĕнессипе 1-мĕш вырăн йышăннă.

– Кăтартусем аван. Командăсем çарпа патриотизм юхăмне аталантарассипе аван ĕçленине çирĕплетсе пачĕç. Пĕтĕмĕшле, районта ку енĕпе пур вĕренÿ организацийĕнче те аван тăрăшаççĕ, – терĕ район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика