Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни йĕрки патриотизмпа тулăх

23 июня 2017 г.

«История, рассказанная народом» кĕнеке пичетленсе тухнине кĕскен пĕлтернĕччĕ.

Раççей патшалăхĕн çар историйĕн 2-мĕш пайĕ Мускавра экономика  стратегийĕн институчĕ, Раççей наукисен академийĕ, çар-стратеги тата çар-истори проблемисене тĕпчекен центрĕ пĕрлешсе кăларнă. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе тыл ĕçченĕсем çинчен калакан биографилле материалсене кĕртнĕ. Издани совет халăхĕн иксĕлми паттăрлăхĕпе хăюлăхне яр-уççăн çутатать.

Кашни йĕрки патриотизмпа тулăх. Кĕнекене Вăрнар районĕнчи  30-а яхăн вăрçă участникĕпе тыл ĕçченне кĕртнĕ. Вĕсем: Василий Алексеевич Алексеев – Пăртас, Яков Алексеевич Алексеев – Çĕньял Хапăс, Лазарь Ананьевич Ананьев – Çăлкас Кăкшăм, Андрей Васильевич Антонов – Упнер, Василий Алексеевич Архангельский – Хапăс, Илья Павлович Волков – Анаткас Хапăс, Филимон Егорович Егоров – Санарпуç, Михаил Иванович Иванов – Кивьял Хапăс, Гаврил Васильевич Каницов – Шĕнер Ишек, Александр Константинович Константинов – Ершепуç, Антон Григорьевич Краснов тата Николай Григорьевич Краснов –– адресĕсем çук, Александр Семенович Ластухин – Çĕрпел, Илья Никандрович Лодский тата Яков Львович Львов – Уйкас Кипек, Алексей Александрович Николаев – Хапăс, Иван Николаевич Николаев (Маслячкин) – Хапăс, Филипп Васильевич Песков – Пăваяль, Иван Павлович Совин – Тăвай районĕнче çуралнă, Вăрнарта пурăннă, Андрей Степанович Семенов – Красноармейски районĕнче çуралнă, Иван Степанович Степанов – Хирпуç, Петр Степанович Степанов – Кÿстÿмĕр, Климентий Тимофеевич Тимофеев – Хурăнсур Çармăс, Перасковья Тихоновна Тихонова – Кĕçĕн Кипек, Василий Федотович Федотов – Вăрманкас, Артемий Яковлевич Яковлев – Чăрăшкас Хирлеп.

Нумай-нумай спонсорпа пĕрле кĕнекене кăларма «Август» Фирма та пысăк пулăшу панă, çакăншăн редакци коллегийĕ компание уйрăмах тав тунă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика