Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх кирлех

23 июня 2017 г.

Çуллахи каникулăн чи çивĕч ыйтăвĕ – ачасен хăрушсăрлăхĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре, вĕрентекенсем юнашар çук.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен пушă вăхăт нумай. Анчах та тимсĕрлĕхе пула вĕсем инкек-синкеке лекме пултараççĕ. Çакăн пек лару-тăрăва ан лекчĕр тесе Хăмăш шкулĕнче ачасене çуллахи каникула ăсатиччен хăрушсăрлăх правилисене: çул-йĕр, пушар хăрушлăхĕ, электричествăпа усă курнă чухне, шыв хĕрринче, аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче епле тытмаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕç.

Ача-пăча урамра выляма питех юратмасть, вăл ытларах компьютер, кĕсье телефонне кăмăллать. Çĕнĕ технологи ачасен психологипе сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулнине те асăнмасăр хăвармарĕç. Ачасен ытти çĕрте те сыхă пулмалли пирки класс ертÿçисем класс сехечĕсенче тепĕр хут асăрхаттарчĕç: «Хăвна упра!», «Çул-йĕр правилисене лайăх пĕл!» тата ыт. те. Мероприяти вĕçленнĕ май кашни класрах «Хăрушсăрлăх правилисем» темăпа ÿкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕç.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен пурнăçĕшĕн чи малтан ашшĕ-амăшĕ  яваплă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика