23 июня 2017 г.
Вăрнар районĕн миравай судйи Кÿлхĕрринче пурăнакан 29-ти арçын тĕлĕшпе айăплавлă приговор кăларнă.
Арçынна пĕлтĕрхи ноябрьте ÿсĕрле руль умĕнче тытса чарнă хыççăн эрех ĕçнине тĕрĕслеттерме килĕшменшĕн вунă талăклăха арестленĕ. Анчах та çакна пăхмасăр, вăл кăçалхи май уйăхĕн 2-мĕшĕнче хăйĕн мопечĕ умне каллех ÿсĕрле ларнă, ăна ГИБДД сотрудникĕсем тытса чарнă.
Çамрăк хăйĕн айăпне йышăннă, уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухма ыйтнă.
Уголовлă ĕçе пăхса тухнă хыççăн суд прокурор шухăшĕпе килĕшнĕ – ăна икĕ çуллăха транспорт рулĕ умне ларма чарнă, обязательнăй йĕркепе 210 сехет ĕçлесе юсанма йышăну тунă.
Приговор саккунлă вăя кĕмен.
Алексей ВЛАДИМИРОВ,
район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан
юстици советникĕ.