23 июня 2017 г.
Владимир Павлов 56 çул каялла Çĕн Сăрьелте çуралнă. Çак ялтах вăй илнĕ. Ачалăх çулĕсенче Туçи Çармăс шкулне вĕренме çÿренĕ. Саккăрмĕш класс пĕтерсен вара пĕр ял ачипе Василийпе Украинăна тухса кайнă.
Вăл вăхăтра иккĕшĕ те шахтер пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Çавăнпах ĕнтĕ Луганск облаçĕнчи пĕр училищĕре пĕлĕве тарăнлатма пуçланă. Анчах та тăватă уйăх вĕреннĕ хыççăн, условисем япăхран тата аякран пынă çынсене хисеплеменрен, документсене пуçтарнă та тăван кĕтесе таврăннă. Вăхăта усăсăр ирттерме шутламан, Калининăри училищĕне вĕренме вырнаçнă. Кунта çамрăк тракторист специальноçне алла илнĕ. Хыççăн «Звезда» хуçалăха ĕçе вырнаçнă. Ертÿçĕ Владимир Николаевича урапаллă трактор шанса панă. Ăçта мĕн хушнă – çавна пурнăçлама тивнĕ. Аслăрах çулсенчи юлташĕсенчен ялан вĕреннĕ, вĕсен ырă тĕслĕхне ăша хывнă. Т-40, МТЗ-82 маркăллă, çавăн пекех гусеницăллă тракторпа та ĕçлеме тÿр килнĕ унăн. Çуркунне тырă акнă, кĕркунне çĕр сухаланă, çĕрулми кăларас ĕçе те хутшăннă – хĕрÿ тапхăрта кану пирки вуçех маннă.
– Йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. Кунĕпе ĕçлесе ывăнсан та каçсерен вăхăта тантăшсемпе пĕрле ирттернĕ. Савăнма пĕлнĕ çав эпир. Хĕрсем те пирĕнтен уйрăлман. Шел пулин те пурнăçăн чи илемлĕ саманчĕсем сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕç, – терĕ В.Павлов.
Хуçалăх аркансан та ĕçсĕр пурăнман: пĕр фермер патĕнче тракторпа ĕçленĕ. Владимир Николаевич пĕр вăхăт Мускав тăрăхне «шапашкăна» та çÿренĕ. Анчах унтан пĕр-икĕ хутчен пушăлла таврăнсан ют çĕре кайма пăрахнă. Вырăнтах строительствăпа çыхăннă тĕрлĕ ĕç тупкаланă. Вăрман та каснă. Йывăçран вара пура тума хăнăхнă.
– Пĕр çулхине арçынсен ушкăнĕпе Туçи Çармăса кайрăм. Çавăнта пĕрремĕш хут мунча пури туса куртăм. Ку ĕç килĕшрĕ. Халĕ ăсталăх пур манăн, мĕнле тумаллине вĕрентме те пултаратăп. Анчахрах ак тăваттăн тепĕр пура ăсталарăмăр, – кăмăллăн калаçрĕ Владимир Павлов.
,çсĕр пурăнма пултараймасть Çĕн Сăрьел арçынĕ. Укçа мĕн хакне, вăл кĕсьене мĕнле кĕнине лайăх пĕлет.
Владимир Николаевичăн чун канăçĕ – сцена çине тухса шÿтсем вуласси. «Кипек ен» ушкăнпа ăçта кăна çитмен-ши; Залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç пулсан, унăн чун-чĕри хавхаланупа тулать. «Кипек ен» юрăсем шăрантарнă вăхăтра параппан çапать. Концерта хутшăнни ăна хăват парать, çавăнпа нихăçан та пуçа усмасть, малалла талпăнать.
Сăвăсем те çырать вăл.
– Пĕрремĕш сăвва хăçан шăрçаланине паянхи кун та лайăх астăватăп, – пĕлтерчĕ арçын. – 1991 çулта пулнăччĕ ку. Юлташпа шахматла выляма лартăмăр. Пĕр-пĕр фигурăна куçармалла – çаплипех шутласа ларать. Çав вăхăтра, кĕтмен-çĕртен, сăвă йĕркисем пуçа кĕрсе пыма пуçларĕç. Вĕсене васкавлăн, манса каясран, шурă хут çине куçартăм. Çавăн хыççăн çырас тени çавăрса илчĕ. Халĕ аллă ытла сăвă пур. Эпĕ темăна нихăçан та ятарласа шырамастăп, хăех тупăнать. Çывăрма выртатăп-и, йĕркесем çÿллĕ тÿперен пĕр чăрмавсăр аннă пекех туйăнаççĕ. Тетрадь çине çырса хуратăп вара. Анчах та вăхăт иртсен тÿрлетÿсем те тăватăп, мĕншĕн тесен хăшпĕр йĕркесем чуна çырлахтармаççĕ.
Мана сцена çине тухма та, сăвăсем çырма та çутçанталăк хăват парать пулĕ тесе шутлатăп. Çуллахи кунсенче пахчара уçăлса çÿреме юрататăп. Йывăçсене, тавралăха сăнатăп. Е çутă çăлтăрлă тÿпене тинкеретĕп. Çутçанталăк ытамĕнче пулнă самантра çĕнĕ вăй пухатăп. Тĕрĕссипе илсен, шÿт-и е сăвă пултăр-и – кашниех чун-чĕререн тухмалла. Унсăрăн ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те çук.
– Кĕнеке кăларас шухăш çук-и;
– Эпĕ чаплă поэт мар вĕт. Хăшĕсем тен пиçсе те çитеймен. Сăвă çыраканăн пултарулăх шайĕ пысăк пулмалла. Кĕнекене ячĕшĕн кăларни çеç вырăнсăр, вăл пурне те тыткăнлатăр. Хальлĕхе кĕнеке кăларас ĕмĕтпе çунатланмастăп, вăхăт хăех кăтартса парĕ, – терĕ В.Павлов.
Вăл ачалăх çулĕсенче сцена çине тухасса та, сăвăсемпе шÿтсем çырасса та шутламан. Кăçал кулăш кунне халалласа ирттернĕ районти конкурсра виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Çакă пысăк хавхалану уншăн. Çавăнпа пултарулăха ÿлĕмрен те ÿстерсе пырасшăн.
Юрий КОРНИЛОВ.