Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисен те май пур

21 июня 2017 г.

Иртнĕ шăматкун пĕтĕм республикипех Сывлăхпа спорт кунĕсем иртрĕç. Çак кун мĕнпур спорт объектне тÿлевсĕр кĕме май пулчĕ.

Вăрнар районĕнче Сывлăхпа спорт кунĕнче аслисем хушшинче ГТО нормисене пурнăçлассине йĕркелерĕç. Харпăр хăй вăйне 20-ĕн ытла тĕрĕслерĕç, ытларахăшĕ – район  администрацийĕн ĕçченĕсем.

ГТО комплексĕн нормисен ÿсĕм шайне кура вĕсем çуллахи программăпа 100 метр тата 2 километр чупрĕç, спорт сакки çинчен тÿрĕ тăрса пĕшкĕнчĕç, вăй-хал упражненийĕсене пурнăçларĕç, граната ывăтрĕç, тăршшĕне сикрĕç. Район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультура тата спорт  пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи кăтартусемпе ылтăн паллăна талпăнакан претендентсем те пур.

ГТО комплексĕн тестировани центрĕ Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче вырнаçнă. Халĕ аслисем те кашни шăматкунах нормативсене тултарма хутшăнма пултараççĕ. Çакăн валли gto.ru официаллă сайтра регистрациленмелле, идентификаци номерне илмелле.

Аса илтерме, кăçал 4 тата 5 степеньсемпе (шкул ачисем, çамрăксем) 18 çын ГТО комплексĕн ылтăн паллисене тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика