Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн баллсем хушаççĕ

21 июня 2017 г.

Ачасемпе çулталăк çурă ларнă тапхăршăн пенсине тепĕр хут шутласа пани пирки редакцие сахал мар ыйту килчĕ. Кун çинчен тĕплĕнрех Раççей Пенси фончĕн Вăрнарти районсем хушшинчи управленийĕн пуçлăхне Андрей Иванова каласа кăтартма ыйтрăмăр.

– Андрей Николаевич, ачасемпе ларнăшăн пенсисене тепĕр хут шутлассине мĕншĕн йышăннă-ха?

– Маларах пенси виçине палăртнă чухне ачапа çулталăк çурăччен ларнă тапхăра стажа кĕртнĕ, халĕ  ăна пенси балĕсемпе те шутлама пулать.

– Кун пек чухне ачасен шучĕ пĕлтерĕшлĕ-и?

– Кашнин тĕрлĕрен. Енчен те виçĕ ачаран сахалтарах-тăк, хушăм сайра-хутра кăна тивĕçет – тĕпрен илсен, совет вăхăтĕнче нумай çул ĕçленĕ тата пĕчĕк шалу пулсан çеç. Нумай ачаллă амăшĕсен те баллсем тăрăх хушма тÿлев тухмасан та пултарать, вĕсене пенсие хальхи пекех хăварсан тухăçлăрах.

– Эппин, ачасемшĕн стажа тата баллсене пĕр вăхăтрах шута илеççĕ?

– Тĕп-тĕрĕс. Енчен те эпир баллсем тăрăх çĕнĕрен шутлатпăр  пулсан – стаж пĕчĕкленет, вăл шутра – ялти те. Ку пур амăшĕшĕн те тухăçлă мар. Сăмахран, пенси ÿсĕмне çитмесĕрех тивĕçлĕ канăва тухнисем стажа баллсемпе улăштарсан пенсие маларах тухнин правине çухатма пултараççĕ, çавăнпа вĕсен заявленийĕсене хирĕçле пăхса тухаççĕ.

– Хушăм мĕнлерех пулĕ?

– Кашни çыннăн урăхла. Тĕпрен илсен, хушăм пĕчĕк шалу илнисене е пенси палăртнă чухне ĕç укçи пирки справка çуккисене лекме пултарать. Çакна ăнланни кирлĕ – хушăм пурне те  тивĕçмест. Перерасчет минуспа та тухма пултарать, ун пек чухне пенси виçи хальхиллех юлать.

Пенсие 2015 çултанпа тухнисен вара пенсие тепĕр хут шутласси пирки кулянас çук – вĕсене валли тухăçлă условисене тивĕçлĕ канăва тухнă чухнех палăртнă.

Çĕнĕрен шутлаттарма валли мĕнле документсем кирлĕ-ха?

– Паспорт, ачисен çурални çинчен калакан хучĕсем (вĕсене Пенси фондне маларах тăратман пулсан). Енчен те свидетельство çинче паспорт илни çинчен паллă çук пулсан унпа пĕрле ачана çулталăк çурăччен воспитани панине ĕнентерекен урăх документ (сăмахран – ачан аттестачĕ) тăратмалла.

– Заявленисене хăçанччен çырма юрать?

– Заявленисене çырассин вăхăт чикки çук. Маларах телефонпа е Интернет урлă çырăнсан меллĕрех. Вĕсене Пенси фончĕн клиент службинче, çавăн пекех МФЦ-ра йышăнаççĕ. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче «Уйрăм кабинетра» та электронлă заявлени çырма пулать.

– Калаçушăн тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика