21 июня 2017 г.
Çапла шутлать çак ялти Лариса Дмитриева
Унпа, çывăх тăван пулнă май, час-часах тĕл пулаттăмăр. Вăл хăйĕн сывлăхĕ пирки пăшăрханса калаçатчĕ, врачсем патне тăтăшах çÿресен те усси çукрах тетчĕ. Хальхинче вара унăн куçĕсем савăнăçпа çиçнине асăрхарăм. Сăлтавне те пĕлтĕм: сывлăхĕнче самаях лайăх улшăнусем пуçланнă иккен. Вăл каланă тăрăх, унăн кăмăлĕ Пăртасри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне Мускавра ĕçлесе опыт пухнă хыççăн Вероника Владимировна Тимофеева врач ĕçлеме таврăннипе çыхăннă.
– Вăл килсен Пăртас çине ăшă хĕвел пăхса янă пекех туйăнчĕ, – тет вăл. – Мĕнле кăмăллă çын, чирлисемпе тараватлă, офиса пынă çынсен сывлăхне питĕ тимлĕ тĕрĕслет, чирĕн сăлтавне тĕпчет, пĕлсе сиплет. Çынна сывалса çитичченех куçран вĕçертмесĕр тенĕ пекех сăнаса тăрать. Офиса пырайман ватăсене шута илсе вĕсем патне килĕсене кайма та вăхăт тупать. Эпĕ кăна мар, ял çыннисем пурте кăмăллă, халь пурăнатпăрах, теççĕ ватăсем те, – савăнăçне уçрĕ Лариса.
Вероника Владимировна врач таврăнасси пирки сас-хура тухсан çынсем савăннине эпĕ те асăрханăччĕ. Мĕншĕн тесен вăл Пăртасри офисра ĕçлесе ял халăхне хăйне лайăх енчен кăтартнăччĕ. Вероника Владимировнан врач пултарулăхĕ Турăран тенине чылай çынран илтнĕччĕ. Манăн, тĕрĕссипе, ун умĕн ĕçленĕ врача та хурлас килмест, вăл та тăрăшатчĕ, анчах районта те врачсем çитменнине пула, те урăх сăлтавпа, сасартăк йывăр чирлесе ÿкнисем патне васкавлă пулăшу панă хыççăн килнисĕр пуçне графикпа яла эрнере пĕр кунлăха кăна çитме вăхăт тупаятчĕ. Пăртас тăрăхĕнчи ялсене тивĕçтернисĕр пуçне вăл Калинино сали таврашĕнчи çынсен сывлăхĕшĕн те яваплă пулнă-çке. Халĕ Пăртасра врач эрнере икĕ кун ир пуçласа каçчен ĕçлет, кирлĕ пулсан ытти кунсенче те килсе кайма май тупать. Çавăншăн хĕпĕртенĕ ĕнтĕ пăртассем – унчченхи пек врач килессе çуршар кун кĕтсе лармалла пулмĕ.
– Пăртасри офиса туллин ĕçлеттерсе янăшăн районти тĕп больницăн ертÿçине Николай Антонович Тинюкова та тав сăмахĕ калас килет. Тавтапуç ăна, халăха медицина пулăшăвĕ пама районти чи пысăк яла ятлă-сумлă Вероника Владимировнана каялла тавăрма май тупнишĕн, – терĕ кăмăллăн Лариса.
Геннадий ИВАНОВ.