Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаççĕ çеç мар, конкурссенче те тупăшаççĕ

21 июня 2017 г.

Вăрман Кипекри вăтам шкулта йĕркеленĕ сывлăх лагерĕнче вĕренекенсем кăçал та усăллă канаççĕ. Кашни кун мероприятипе тулăх.

«Звездочка» лагере 16 ача çÿрет. Халиччен вĕсем ăс-тăна аталантаракан, сывлăха çирĕплетекен, вăй-хала ÿстерекен чылай вăйă-конкурсра тупăшрĕç-пиçĕхрĕç. Уйрăмах ачасене асфальт çине ÿкерме  килĕшрĕ. Мĕн тĕрлĕ ÿкерчĕк тумарĕç пулĕ вĕсем? Сăвă вулакансен конкурсĕнче тата? Чи маттуррисем Диана Алексеева, Екатерина Григорьева, Василий Павлов пулчĕç.

Çутçанталăк кунне ирттерни те асра юлчĕ. Луиза Владимировна Григорьева тата Альбина Валерьяновна Шишкова воспитательсем кăсăклă калаçу-конкурссăр пуçне кĕçĕннисене тăван тавралăх илемне туйтарма экскурсие те илсе тухрĕç. Селеста Яковлева, Екатерина Александрова, Кирилл Федоров çутçанталăк пирки чылай пĕлнине çирĕплетрĕç.

Велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе чи çивĕччисем – Никита Николаев, Никита Петров тата Сергей Афанасьев. Чи маттур пулăç вара – Василий Павлов.

Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те манмарĕç. Валерий Александрович Федоров ку енĕпе тĕплĕ калаçу ирттерчĕ, инкеклĕ фактсене илсе кăтартрĕ, яланах тимлĕ пулмаллине, пулăшу номерĕсене аса илтерчĕ.

Çавăн пекех шкул çумĕнчи лагерьте канакансем валли Раççей, кĕнеке, пултарулăх, биологсен кунĕсене йĕркелерĕç. Çÿлерех асăннă воспитательсемсĕр пуçне ачасемпе Надежда Михайловна Кириллова та тăрăшса ĕçлет, тĕрлĕ конкурссене явăçтарнисĕр пуçне ташлама та хăнăхтарать.

Людмила ВЛАДИМИРОВА,

шкул çумĕнчи лагерь пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика