Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çухатупа пуçланнă пулин те çĕнтернĕ

21 июня 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 76 çул çитрĕ

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче шуçăмла, çулталăкăн чи вăрăм кунĕнче, Германи Совет Союзне хирĕç вăрçă пуçланă. 3 сехет те 30 минутра Хĕрлĕ Çар чаçĕсене пĕтĕм чикĕ тăршшĕпе атакăланă. Пограничниксен каçхи нарячĕсемпе дозорĕсем, Совет çĕршывĕн хĕвеланăç чиккине сыхлакансем, тÿпере тĕлĕнмелле çутăсем ялкăшнине асăрханă. Германин çĕр-çĕр самолечĕ тапăнса кĕнĕ. Нимĕçсен пиншер орудийĕпе миномечĕ çулăм сапнă.

Июнĕн 22-мĕшĕнче Мускав радиовĕ яланхиллех вырсарникунхи передачăна панă, мирлĕ музыка вылянă. Вăрçă пуçланни çинчен совет гражданĕсем ют çĕршыв ĕçĕсен халăх комиссарĕ Вячеслав Молотов кăнтăрла тухса калаçсан тин пĕлнĕ.

Германи çарĕн вăйлă виçĕ ушкăнĕ хĕвелтухăçнелле шунă. Çурçĕртен фон Лееб фельдмаршал çарĕсем Балтика тăрăхĕ урлă Ленинград еннелле талпăннă. Кăнтăртан фон Рунштедт фельдмаршал хăйĕн çарĕсене Киев çине тĕлленĕ. Тăшманăн чи вăйлă ушкăнĕ вара хăйĕн операцийĕсене çак пысăк фронтăн варринче – чикĕ хĕрринчи Брест хули çывăхĕнче – пуçланă: хĕвелтухăç çулĕпе Минск, аслă Смоленск хули, Вязьма тата Можайск урлă пирĕн çĕршывăн чĕри – Мускав – патне çитме шутланă.

Тăватă талăкра нимĕçсем 250 километр таран, Хĕвеланăç Двина хĕррине, çитме пултарнă.

Вăрçă пуçламăшĕ пирĕн çарсемшĕн çав тери йывăр килнĕ. Германи авиацийĕ пĕрремĕш сехетрех аэродромри тата парксенчи пирĕн самолетсемпе танксене чылай тĕп тунă. Нимĕç бомбардировщикĕсем пирĕн чакакан çарсем çийĕнче вĕçĕмсĕр «çакăнса» тăнă, боеприпассемпе çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсен склачĕсем, хуласемпе чукун çул çыхăнăвĕсем çине бомбăсем пăрахнă. «Мессершмитсем» вара уйсенчи боецсен ушкăнĕсене, пĕччен утакан çынна та тĕп тунă. Берлин хаçачĕсем Хĕрлĕ Çара тĕп тунине, çывăх вăхăтра Мускава ярса илессине çирĕплетнĕ...

18 кун хушшинче тăшман çарĕсем хĕвелтухăçнелле 450–600 çухрăм таран куçнă, çунтармалли-сĕрмелли, боеприпассен тата ытти пурлăх вырнаçнă 200 склада ярса илнĕ. Пирĕн 28 дивизие тĕппипе пĕтернĕ, 72 дивизи хăйĕн йышне çурринчен ытларах çухатнă. 6 пин танк, 9,5 пин хĕç-пăшал, 12 пине яхăн миномет, 3,5 пине яхăн самолет пĕтнĕ.

Вăрçăн малтанхи тапхăрĕ мĕншĕн çапла çухатуллă килсе тухнă-ха? Германи вăрçа вăйлă хатĕрленнĕ. Унăн экономики те çирĕп пулнă. Вăл Хĕвелтухăçĕнчи металăн çав тери пысăк запасĕсене, строительство материалĕсене тата хĕç-пăшала туртса илнĕ. Çарсен шучĕпе СССРтан темиçе хут ирттернĕ.

Хĕрлĕ Çарăн çапăçма пултарас вăйсăрлăхĕ вăрçă умĕн çар çыннисене репрессиленинчен нумай килнĕ. Опытлă, ăслă-тăнлă Хĕрлĕ Çар ертÿçисене суя айăплавпа пере-пере пăрахнă. Финн вăрçинче çухату тÿснĕрен те фашистла Германи Хĕрлĕ Çарăн вăйсăрлăхне ăнкарнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра Совет Союзĕн офицер корпусне çирĕплетес вырăнне вăтам тата аслă звенори командирсене хаяр çапăçусенче чакнăшăн çар трибуналĕ суд туса пере-пере вĕлернĕ.

1935–1939 çулсенче 48 пин ытла командирпа политработника Хĕрлĕ Çартан кăларса янă, нумайăшне арестленĕ. 11 пине яхăн, вăл шутра Совет Союзĕн пулас маршалĕ Рокоссовский те (сăлтавсăр айăплавпа 3 çул тĕрмере ларнă), çарсене таврăннă, анчах та вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех аслă çар руководителĕсен тепĕр пысăк ушкăнне арестленĕ, нумайăшне 1941 çулхи октябрьте персе пăрахнă.

Техника енчен те Хĕрлĕ Çар нимĕçсене çитеймен. Фашистсен самолечĕсемпе танкĕсен радиоçыхăну пулнă, хăвăртлăх, хĕç-пăшалланас тата маневрсем тăвассипе вĕсем пирĕннисенчен чылай ирттернĕ. СССР та вăрçă тухас умĕн танксемпе самолетсен çĕнĕ тĕслĕхĕсене кăларнă, анчах та çителĕксĕр. 1941 çулхи мартра механизациленĕ 20 корпус йĕркелеме, çакăн валли 32 пин танк кирлине, 16,6 пин çĕннине туса кăлармаллине палăртнă. Анчах та промышленность кĕске вăхăтра ун чухлĕ техника туса кăларайман.

Реактивлă хĕç-пăшалăн вăйне те вăхăтра ăнланса илеймен. 1941 çулхи июньте кăна, вăрçă пуçлансан, «Катюшăсем» кăларассине йĕркелесе янă. Танксене тĕп тăвакан тата зенитла орудисене те сахал туса кăларнă. Çакă Сталин репрессийĕ çар техникин конструкторĕсене те пырса тивнипе çыхăннă.

1941 çул вĕçнелле Германи çарĕсем Литвана, Латвине, Эстоние, Украинăна, Молдовие тата Белорусие тытса илнĕ, Мускав еннелле талпăннă.  Совет Çарĕсем пысăк çухату тÿснĕ, салтаксем тыткăна лекнĕ пулин те нимĕçсене Ленинграда, Мускава, Новгорода илме паман.

1943 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Совет Çарĕсем  пĕтĕм направленипе нимĕçсене каялла хăваланă, вĕсен темиçе армине тĕп тунă. 1944 çулта пирĕн çарсем Польшăна, хыççăн Германие çитнĕ. 1945 çулхи май уйăхĕнче фашистсене парăнтарнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Вăрнар тăрăхĕнчен 11 пин те 526 çын хутшăннă, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, вĕсенчен çурри юнлă çапăçу хирĕнче выртса юлнă,  пиншер-пиншер çын тылра ырми-канми вăй хунă.

Ярмушка шкулĕ çумĕнчи «Хĕвел ачисем» сывлăха çирĕплетмелли лагере çÿрекенсем вăхăта хаваслă ирттереççĕ. Лагерь начальникĕ Елена Григорьева каланă тăрăх, шкулти 30 ачана икĕ отряда пайланă, кашнинче 15-шер вĕренекен.

Командирĕ – 6-мĕш класс пĕтернĕ Анастасия Лаврентьева. Унăн  кандидатурине лагере çÿрекенсем ырласа йышăннă. Анастасия вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Унчченхи çулсенче каникул вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ лагерьсене кайса каннă, çĕннине, хăйĕншĕн усăллине нумай вĕреннĕ.

– Лагерь пурнăçĕ кашни кун савăнăçпа тулли. Куна, ирхи сакăр сехетре, зарядкăран пуçлатпăр, çан-çурăма çемçетмелли тĕрлĕ хусканусем тăватпăр, – терĕ А.Лаврентьева.

Кашни кунах уçă сывлăшра пулаççĕ, вăйăсем выляççĕ, ăмăртусем те иртеççĕ, пĕр-пĕр вырăна экскурсие те кайса килеççĕ. Шкулта ачасене  канма, сывлăха çирĕплетме тата тĕрлĕ енлĕ аталанма лайăх условисем туса панă. Кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Вера Васильева тата Людмила Алексеева поварсем тутлă пĕçереççĕ.

 – Лагере çÿрекенсене асамлă юмах тĕнчи кунĕ уйрăмах килĕшрĕ. Отрядсем хăйсем юмах шутласа кăларчĕç. Хыççăн ăна выляса пачĕç. Çавăн пекех çывăхри сада кайса килни те яланлăхах асра юлĕ тесе  шутлатăп. Тĕрлĕ чечексем татса пуçтарни, çутçанталăк илемĕпе киленни ырă самантсем парнелерĕ, –  пĕлтерчĕ лагерь ертÿçи Е.Григорьева.

Лагере çÿрекенсен ăсталăхĕ вара чăннипех те пысăк. Кивĕ япаласене иккĕмĕш пурнăç «парнелеççĕ». Акă кивĕ хаçатран кĕпе, пластик кĕленчерен чечексем тунă. Тата ытти ĕçсем те пур – кашнине асăнса та пĕтерейместĕн.

Каникул кунĕсем пулин те кĕнекерен те уйрăлмаççĕ. Саксем çине вырнаçса лараççĕ те, ачалăхпа çыхăннă илемлĕ литературăна сасăпа вулаççĕ. Паллах,  пурте пĕр харăс мар, черетпе «шĕкĕлчеççĕ». Юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çĕнĕ ташăсене хăнăхтараканĕ – Анастасия Лаврентьева. Лагерь хупăннă кун ачасене концерт кăтартĕç. Анастасияна юлташĕсем – Яна Федоровапа Инга Алексеева пулăшаççĕ.

– Паянхи çамрăк ăрăва мĕнле воспитани панинчен ыранхи пурнăç нумай килет. Тĕрлĕ темăпа калаçусем тата усăллă мероприятисем ирттерни малашлăхра пурне те кирлĕ пулĕ, – шухăша уçрĕ Е.Григорьева педагог.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика