17 июня 2017 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче 15-мĕш хут халăхпа тÿрĕ лини ирттерчĕ. Çĕршыв ертÿçи 3 сехет те 56 минутра журналистсемпе граждансен 73 ыйтăвне хуравларĕ. Калаçăвăн тĕп темисемпе кĕскен паллаштаратпăр.
Экономика кризисĕ. Тÿрĕ линири калаçу иртнинчен те мар, пуласлăхран та мар, хальхи вăхăтри çивĕч ыйтуран – Раççейре экономика кризисĕ вĕçленнĕ-и; – пуçланчĕ. Владимир Путин обществăна йывăрлăхсем вĕçленнине питĕ систерес килни, анчах сасартăк мĕн те пулин сиксе тухасран шикленнĕрен асăрханарах калаçассине пĕлтерчĕ. «Кунашкал пĕтĕмлетÿсем тăвиччен пирĕн объективлă кăтартусене пăхса хак памалла. Мĕн калаççĕ-ха вĕсем; Раççей экономики рецесси чикки урлă каçнине, ÿсĕм тапхăрне кĕнине çирĕплетеççĕ», – терĕ.
Президент татса паман çивĕч ыйтусем – юлашки çулсенче граждансен тупăш виçи чакни, чухăнлăхра пурăнакансен шучĕ ÿсни, ăнăçсăр экономика структури, çавна май ĕç тухăçлăхне пысăклатма май килменни тата ытти – тавра ытларах калаçмаллине палăртрĕ. Унтан çапах та сăмаха экономика кризисĕ патне çавăрса çитерчĕ, рецесси вĕçленнине çирĕплетекен тĕслĕхсем пирки калаçу пуçарчĕ: «Экономика кăтартăвĕсем виçĕ квартал харăс ÿсеççĕ, ВВП ÿсĕмĕ пĕчĕкрех пулин те – çапах та ÿсĕм пур: тăватă уйăхра вăтамран 0,7 процент. Промышленноç производствин ÿсĕмĕ пĕрремĕш кварталта 0,7 процентпа танлашрĕ. Тĕп капитала хывакан инвестици 2,3 процент хăпарчĕ, автомобильсемпе ипотека кредичĕ ытларах сутăнать. Макроэкономикăн чи пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ – çĕнĕ Раççей историйĕнче пĕрремĕш хут чи пĕчĕк инфляци пулни. Паянхи кун тĕлне – 4,1 процент. Тĕп банкăн ылтăн валюта резервĕсем пуянланаççĕ. Пĕлтĕр 368 миллиард доллар пулнă пулсан – кăçал 405 миллиарда çитрĕ».
Раççейĕн ытти çĕршыв умĕнче мăнаçланмалли тепĕр сăлтав та пур. 2000 çултанпа пирĕн çĕршывра пĕчĕк ачасем вилесси виçĕ хут чакнă, амăшĕсем вилесси – тăватă хут. Çынсен кун-çул тăршшĕ те вăрăмланнă, вăтамран 72 çул. Кунашкал цифрăсене, ахăртнех, тĕнчери пĕр социаллă сфера та кăтартманнине палăртрĕ Владимир Путин. «Апла-тăк çакă пĕтĕмĕшле кризиса çĕнтерни çинчен калать», – терĕ вăл.
Санкцисем çĕршыва сиен кÿнине пытармарĕ Владимир Путин. Ытларах, паллах, вăл пирĕн таварсен – нефть, газ, металлурги промышленноçĕ, хими, ытти – хакĕсемпе палăрчĕ. ООН шутласа çирĕплетнĕ тăрăх, Раççей 50–52 миллиард доллар çухатнă. Санкцисене йышăннă çĕршывсем вара – 100 миллиард доллар.
Тĕлĕнмелле те, анчах, Президент çирĕплетнĕ тăрăх, санкцисен усси те пулнă. Мĕнре палăрнă-ха вăл; Радиоэлектроникăра, авиа- тата ракетостроенире, фармацевтикăра, хăватлă машиностроенире ÿсĕмсем палăраççĕ. Ял хуçалăхне илес пулсан – Раççей тĕш тырă экспорчĕпе лидерсен шутне кĕчĕ. Сысна, кайăк-кĕшĕк какайĕ туса илесси вăйланчĕ. Хальхи вăхăтра продукци хамăра кирлĕ чухлĕрен ытларах пулнăран ăçта сутасси пирки шухăшлама пуçланă.
Демографи лару-тăрăвĕ. ,пхÿри «Амăшĕпе ачи» центрта ĕçлекен Руслан Гарифуллин врач тата акушер-гинеколог демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтăва «Президентпа тÿрĕ лини» сайта çырса янă пулнă. Редакцин пĕр ушкăнĕ вара ятарласа унпа тĕл пулма Пушкăрта çул тытнă. Çавна май нумай çул çĕршывăн çĕнĕ гражданинĕсене çут тĕнчене килме пулăшакана эфирта хăйне сăмах пачĕç. 15 çул медицинăра ĕçлекен Р.Гарифуллин çитес вăхăтра ача çуратакансем сахалланас хăрушлăх пурри çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ. Çак пăшăрханăвăн сăлтавĕ – 90-мĕш çулсенче çуралнă ăрăвăн ашшĕ-амăшĕ пулма вăхăт çитни. Лайăх пĕлетпĕр, йывăр çак тапхăрта çуралнă ачасен шучĕ питĕ сахал. Ача çуратма тăхтаса тăма хистекен тепĕр сăлтав вăл – пепке çулталăк çурăна çитиччен паракан пособи виçи пĕчĕкки. Ку енĕпе ырă улшăнусем пулĕç-ши;
«Тĕпсĕр шăтăка» кĕрсе ÿкесрен чăннипе те асăрханмаллине палăртрĕ Президент. Владимир Путин çирĕплетнĕ тăрăх, çĕршывра унашкал механизмсем пур, хăшĕ-пĕрин усси куçкĕрет. Акă, сăмахран, Амăшĕн капиталне ку таранччен çичĕ миллион ытла çемье илнĕ. Çак йышăн çурри ытла пайĕ унпа усă курнă. Хăш-пĕр регионта виççĕмĕш ачашăн пама йышăннă тÿлев çуратакансен шутне тÿрех 37 процент ÿстернĕ. «Паллах, ку мерăсем питĕ тăкаклă. Анчах пирĕн çынсем, пирĕн граждансем, çĕршыв пуласлăхĕ пирки сăмах пырать. Çавăнпа кунта пулăшу мерисем тĕрлĕрен пулмалла», – терĕ Владимир Путин.
Паян 3–7 çулсенчи ачасем валли садиксенче вырăнсем çитеççĕ. Анчах яслисем çук. Профессие çухатас мар текен çамрăк амăшĕсем валли вара ясли кирлех. Шăпах ĕнер, тÿрĕ лини иртнĕ кун, Владимир Путин ку ыйтăва правительствăпа сÿтсе явассине пĕлтерчĕ.
Журналистсем Владимир Путинран çĕршывра юлашки вăхăтра пулса иртекен хирĕçлев акцийĕсене мĕнле йышăнни çинчен ыйтса пĕлнĕ. Патшалăх пуçлăхĕн шухăшĕпе – кунашкал мероприятисем «демократи ĕç-хĕлĕпе килĕшÿллĕн яланах пулса иртме пултараççĕ». Анчах хирĕçлев акцийĕсен кирек мĕнле тĕсĕн те саккунпа килĕшсе тăмалла. Çав вăхăтрах, В.Путин каланă тăрăх, митингсене «уйрăм çынсене рекламăлассишĕн, ят-сумне çĕклессишĕн ирттерекен, хăйсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн» йĕркелеме юрамасть.
Президент СМС-çырупа килнĕ ыйтăва та – унта айăпласа вĕлерессине тавăрас тĕлĕшпе референдум ирттересси пирки сăмах хускатнă – хуравсăр хăварман. «Сасăлав кăтартăвĕ мĕнле пулассине халех чухлатăп», – тенĕ Владимир Путин.