17 июня 2017 г.
Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн микрорайонĕнче пурăнакан Рита Семеновнапа Владимир Ильич Лукинсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ
– Вăрах пĕрле пурăнсан туйăмсем сĕвĕрĕлеççĕ тесе калаççĕ. Çак шухăша эпĕ пуçĕпех хирĕçлетĕп. Мăшăрăмпа çур ĕмĕр алла-аллăн утатпăр пулин те чĕре çаплипех уншăн çулăмла ялкăшать, – тет çемье пуçĕ Владимир Ильич.
Хăй вăл Аçăмçырминче çуралса ÿснĕ. Çурматăлăх çитĕннĕ. Ашшĕнчен виçĕ çулта чухне юлнă. Илья Федоровича вăрçăн малтанхи кунĕнчех фронта илнĕ. 1942 çулта аманса яла таврăнсан артель председательне суйланă. Ăна çакă çырлахтарман, заявлени çырса каллех вăрçă вут-çулăмне кĕнĕ вăл, анчах та 1943 çулта çапăçу хирĕнчех выртса юлнă.
Хура хута илнĕ вăхăтра Владимир Ильичăн йăмăкĕ амăшĕн варĕнче çеç пулнă. «Анне, Мария Дмитриевна, хăй çĕтĕк çÿретчĕ, тен, ăшне çăкăр тĕпренчĕкĕ яман вăхăтсем те пулнă пулĕ, анчах та пире, виçĕ ачине, çын тăвассишĕн пĕтĕм чунне хыврĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшрĕ», – куççулĕ шăпăрах юхса анчĕ Владимир Ильичăн.
Рита Семеновнапа Владимир Ильич хăйсем те ачисен телейлĕ пурнăçĕшĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Пилĕк ачана кун çути панă вĕсем. Пурте – аслă шкулсенче вĕреннĕ. Хĕрĕсем амăшĕ пек медицинăна суйласа илнĕ, ывăлĕсем – çар çыннисем.
Рита Семеновна пилĕк ачаллă çемьере, Малтикас Ялтăрара, çитĕннĕ. Ашшĕ – лесник. Шкул пĕтерсен Челябинскри медицина училищинче пĕлÿ илсе тăван тăрăха таврăннă та – вуншар çул Вăрнарти туберкулез санаторийĕнче медперсоналта вăй хунă.
Вăл ĕçре вăйлă пулни унăн çирĕп аллисенчен аван курăнать. Пĕр самант та пушă ларма хăнăхман вăл. Çамрăкрах чухне те ĕçрен таврăнсан кил-çуртри ĕç-хĕл ун çине ытларах тиеннĕ. Халĕ те куллен пахчара тăрмашать.
– Мăшăрăм пулмасан пирĕн çемье çапла çирĕп пулмастчĕ те. Вăл йăнăшсене те каçарма пĕлет, пĕтĕмпех йĕркелесе пырать. Тепĕр чухне сăмахпа кулянтарни те пулнă пулĕ, куншăн чĕререн хурланатăп, – тет Владимир Ильич.
Вăрнарти техникумра Лукинсем Владимир Ильич кунта фармакологи тата патанатоми преподавателĕнче ĕçлеме тытăнсан, 1966 çултанпа, пурăнма пуçланă. Иккĕшĕ те – ĕç ветеранĕсем. Сакăрвунналла çывхарса пыраççĕ пулин те кил-тĕрĕшри, пахчари ĕçсене пăрахăçламан-ха. Ачисем, сакăр мăнукĕ тата пилĕк кĕçĕн мăнукĕ пурăнма хавхалантарса пыраççĕ. Хăйсем ĕçленĕ организацисен хальхи ертÿçисем манманнишĕн, хисепленишĕн, хытă хĕпĕртеççĕ – эппин, пурнăçа ахаль ирттермен.
Обществăлла ĕçре те яланах палăрнă вĕсем. Владимир Ильич акă нумай çул техникумри ветерансен пĕрлешĕвне ертсе пырать, вĕсен тивĕçлĕ канури пурнăçне хаваслăх кĕртес тесе чунтан тăрăшать.
– 50 çул вăл пилĕк эрне те, пилĕк уйăх та мар. Пурнăç çулĕ тип-тикĕс выртмарĕ пулин те, пĕрлехи çур ĕмĕр сисĕнмесĕр иртрĕ, – теççĕ Лукинсем.
Светлана ЧИКМЯКОВА.