17 июня 2017 г.
«Химик» стадиона реконструкци хыççăн (ку ĕçе «Август» Фирма 30 млн ытла тенкĕ хыврĕ) уçнă вăхăтра «Август» Фирмăн генеральнăй директорĕ Александр Усков вăрнарсене тата тепĕр савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: «Çитес çул Вăрнарти бассейн ишекенсене йышăнма пуçлĕ».
Малтанах бассейна спорт комплексĕпе юнашар çĕклесе лартасшăнччĕ. Анчах та вăрман фончĕн çак лаптăкне федераллă харпăрлăхран муниципалитет пурлăхне куçарас ĕç-хĕл йывăр пулнипе вăрнарсен бассейна тата нумай çул кĕтме тивесси палăрчĕ.
Çавăнпа та бассейн строительстви валли урăх вырăн суйларĕç – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн кăнтăр енчи лаптăкĕ, Йĕпреçе каякан автоçулпа юнашар. Çĕнĕ спорт объектне заводăн коммуникаци сечĕсемпе çыхăнтарĕç. Предприятин ертсе пыракан йышĕпе ирттернĕ канашлура завод директорĕ Владимир Свешников çапла пĕлтерчĕ: «Çĕр ыйтăвне татса парассипе ырана хăвармасăр ĕçлемелле. Бассейна тытса тăрассине завод хăй çине илĕ – малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, çулталăкра çакăн валли 20 миллион ытла тенкĕ кирлĕ».
Бассейн пулмалли вырăнта кĕçнерникун геодезистсем ĕçлеме пуçларĕç. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртассипе тимлеççĕ. Сооружени проектне хатĕрлесе çитерсенех, ахăртнех, – кĕркуннене çывăх, строительство ĕçĕсем пуçланĕç.
Людмила ИВАНОВА.