Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мăкăнь» операци пырать

17 июня 2017 г.

Наркомани авăрне çакланнă çынна хăйне те, унăн тăванĕсене те питĕ шел. Куллен-кун тарăн тымар ярса пыракан усал чир пурне те нуша кăтартать. Наркотик çавăн пекех преступлени çулĕ çине илсе тухать. Наркоман инкек калăпăшне туймасть, ăнланма тăрăшмасть. Хăйне хăй алла илме пултарайманскере ăса кĕртмелли пĕртен-пĕр меслет, ахăртнех – патшалăхăн тата обществăн пĕрлехи пулăшăвĕ. Юлашки шанăç – ирĕксĕрлесе сиплени, реабилитаци тата ресоциализаци курсĕ.

2013 çултанпа Раççейре ку енĕпе çĕнĕ йĕрке çирĕпленнĕ. Çĕршывра «шурă вилĕм» тыткăнне лекнисене тупса палăртас, сиплес, йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнма пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлеме пуçланă. Административлă право йĕркине пăснă е йывăр преступлени туса ĕлкĕрейменнисене çĕнĕ йышши меслетпе явап тыттараççĕ. Суд йышăнăвĕпе наркоманирен сиплеççĕ.

Чăваш енре, çав шутра пирĕн районта та, июнĕн 13-мĕшĕнчен тытăнса «Мăкăнь» оперативлă профилактика операцийĕ пырать. Наркополицейскисем сентябрь вĕçĕччен мăкăне тата кантăр ÿстернине тĕрĕслеççĕ. Ку тапхăрта наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хуплас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрĕç.

Аса илтерме, наркотик пур ÿсентăрансене (чи малтанах мăкăне е кантăра) саккунсăр лартса ÿстернĕшĕн административлă е уголовлă явап тыттараççĕ. Полици ĕçченĕсем палламан-пĕлмен çынсем анкартисем тăрăх мăкăнь пухса çÿрекенсем пирки 2-50-02 телефонпа  шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ. Çавăн пекех мăкăне ятарласа ÿстерекенсем пирки те.

Михаил Наумов,

полицин «Вурнарский» пайĕн уголовлă шырав оперуполномоченнăйĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика