Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье ăшшине упрама пĕлеççĕ

14 июня 2017 г.

Çавалкас ялĕнчи Владимирпа Людмила Капитоновсем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç, анкартинче ÿсекен пахчаçимĕçсене кăтартнă хыççăн пÿрте кĕме сĕнчĕç.

– Пирĕн пирки мĕн çырмалли пултăр, ыттисем пекех пурăнатпăр, выльăх-чĕрлĕх усратпăр. Ачасене çитĕнтернĕ ĕнтĕ, вĕсен хăйсен пурнăçĕ, – сăпайлăн калаçрĕ Людмила Сергеевна.

– Халĕ канлĕ, ĕçе каймалла мар. Пенсие тухнăранпа чылай. Вăйпитти чухне, хулара пурăннă вăхăтра, ялан пĕр шухăш канăçсăрлантарнă: ĕçе каймалла. Паян кун вара ним пирки те канăçсăрланас çук. Ирхине вăрансан мĕн тумалла-ши, тесе те шухăшлатăп сайраран. Юрать çулла ĕçĕ тупăнсах тăрать, – калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи Владимир Гурьевич.

Вăл 77-ре. Мăшăрĕ – Людмила – 79-та.

– Вăхăта тытса чараймăн, çулсем кайнăçемĕн пурте ватăлатпăр. Анчах та иртни яланлăхах чĕрене кĕрсе вырнаçать. Çамрăклăха таврăнас пулсан, шкул пĕтерсен Саратов облаçне тракториста вĕренме кайрăм. Училищĕре пĕлÿ пухрăм. Алла специальность илсен те тăван тăрăха таврăнма васкамарăм, унтах ĕçе вырнаçрăм, – сăмаха шутарчĕ В.Капитонов. – Пурнăç хăй еккипе пыратчĕ, анчах та пĕр кунхине тăван ялтан çыру илтĕм. Унта вăйлă çил-тăвăл пÿрт тăррине аркатнине çырса пĕлтернĕ. Анне киле таврăнма ыйтнă. Хыççăнах çуралнă кĕтесе – Çавалкаса таврăнтăм. Пÿрт тăррине кĕске вăхăтра çĕнетсе лартрăмăр. Килте пурăннипе нимĕн те пулмасть, хуçалăх ертÿçипе ĕç пирки тĕл пулса калаçрăм. Шел пулин те мана валли техника тупăнмарĕ.

Владимир Гурьевич киле çитсен кун пирки амăшне каласа панă. Вăл вара хулана кайма сĕннĕ. Вăйпиттискер çывăх çыннин сăмахне итленĕ, Шупашкара çул тытнă. Кĕске вăхăтрах пĕр завода ĕçе вырнаçнă. Ялтан пынăскере пурăнмалли кĕтеспе те тивĕçтернĕ. Пĕр кунхине лавккана кайсан Сăкăтри Людмилăна асăрханă: ара пĕр шкулта вĕреннĕ те – хăйĕнчен икĕ çул аслă пулсан та пĕлмен мар. Иккĕшĕ калаçу пуçарнă. В.Капитонов хĕртен ăçта пурăннине ыйтса пĕлнĕ. Людмила общежитин адресне каланă. Çак тĕлпулу хыççăн ик-виç кунранах каччă хĕр патне пынă. Нумайччен калаçса ларнă. Çакăнтан пуçланнă та юрату: иккĕшĕ пĕрле кино пăхма çÿренĕ, ташă каçĕсене те кайса килнĕ. Тăватă уйăхран хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ: пĕр çемье çавăрнă. Людмила Сергеевна вăл вăхăтра тĕп хулари кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ.

Владимир Капитонов авлансан хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме тĕллев тытнă, пĕр техникумра каçхине вĕреннĕ. Виçĕ çултан электромеханик дипломне алла илнĕ. Хыççăнах машинăсем тăвакан завода ĕçлеме куçнă. Станоксене пуçтаракан цехра бригадир тивĕçне пурнăçлама тытăннă.

– Мăшăра заводран тĕрлĕ хуласене командировкăна яма пуçларĕç. Тухса каять те – эрни-эрнипе те килте çук. Пĕчĕк ачасене хамăнах пăхма тиветчĕ. Кайрантарахпа тата ют çĕршывсене кайма тытăнчĕ. Килте чухне юратнă çыншăн хытă тунсăхлаттăм. Ярас мар – укçа килмест. Пытармастăп, мăшăр шалу питĕ лайăх илетчĕ, – иртнине куç умне кăларчĕ Людмила Сергеевна.

Çемье виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăннă. Капитоновсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ. Мăшăрсем куллен ĕçре пиçĕхнĕ. Анчах та канмалли кунсенче Çавалкаса килсе çÿренĕ. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пурăнманран ялта çурт лартма тĕллев тытнă. Çавăнпах ĕнтĕ строительство материалĕсем туяннă. Хулара пурăннă вăхăтрах, 1985 çулта, кирпĕчрен çурт çĕклесе лартнă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан иккĕшĕ те Çавалкаса куçса килнĕ.

– Хула шăв-шавĕ йăлăхтарса çитерчĕ. Хваттере вара ачасене патăмăр. Ялта пурăнма тытăнсан Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхри ĕçсене хутшăнма пуçларăм. Бригадăра тимлерĕм. Килти хуçалăхра виçĕ ĕне усрарăмăр. Сыснасем те тытнă.  Халĕ пĕр ĕне кăна, мĕншĕн тесен вăй-хал малтанхи мар, – пĕлтерчĕ Л.Капитонова.

Мăшăрсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа кăçал 54 çул çитнĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Килти хуçалăхри  ĕçсене шăкăл-шăкăл калаçса пĕрле тăваççĕ. Капитоновсен виçĕ ачи те аслă пĕлÿ илнĕ, кашниннех юратнă ĕçĕ пур.

Владимир Гурьевича мăшăрĕ темиçе çул каялла хуткупăс парнеленĕ. Ăна тепĕр чух алла тытать те кĕвĕсем шăрантарать. Çапла майпа чун-чĕрине савăнăç кÿрет.

Капитоновсем ĕçе юратаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика