Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мала тухнă

07 июня 2017 г.

«Ясна этнопоселени» коммерцилле мар ĕçтешлĕх, Шупашкарти «Радуга» культурăпа выставка центрĕ тата Чăваш Республикин Наци библиотеки пуçарнипе 17 çула çитмен ачасем хушшинче «Чăваш сувенирĕ» конкурс иртнĕ. Унта Вăрнар районĕнчи шкул ачисем те хастар хутшăннă.

Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекен Алексей Кузьминăн «Чăвашăн чун кĕвви» ĕçĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăрман Кипек шкулĕнчен вара тÿрех тăваттăн тан çĕнтерÿçĕсен ретне кĕме пултарнă: Юлия Андреева «Йĕп чикмелли хатĕр»,  Селеста Яковлева «Сиплеçĕ минтер» тата «Алсишсем» ĕçĕсемпе 2-мĕш вырăна тухнă. Людмила Иванова хатĕрленĕ «Хырсемпе кайăксем» панно тата Диана Алексеевăн «Пĕчĕк хутаç» ĕçĕ тĕрлĕрен номинацисенче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. 

Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене сертификатсем парса хавхалантарнă, вĕсене вăрнарсен Шупашкарти «Туслăх» ентешлĕхĕн хастарĕ Валерий Кошкин саламланă.

Матвей ПАНЫШЕВ,

«Чи креативлă ĕç» номинацин çĕнтерÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика