07 июня 2017 г.
Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе ирттерекен мероприятисен йĕркипе Вăрнар район больницин ача-пăча поликлиники ачасем хушшинче ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ.
Пултарулăх тупăшăвне районти шкулсемпе ача сачĕсенче вĕренекенсем 40-е яхăн ача хутшăннă. /керчĕксене çуллана, çемьене, ачалăха халалланă. Чи-чи маттур çамрăк художниксене грамотăсемпе, парнесемпе чысланă. Вĕсем: 1-мĕш вырăн – Марьяна Васильева, 6 çулта («Сеспель» ача сачĕ), 2-мĕш вырăн – Екатерина Орлянкова, 14 çулта (Кÿстÿмĕр шкулĕ) тата Карина Якимова, 8 çулта (2-мĕш шкул), 3-мĕш вырăн – Александр Чикмяков, 4 çулта («Ручеек» ача сачĕ), Николай Назаров, 4 çулта («Ручеек» ача сачĕ) тата Егор Львов, 3 çулта («Ромашка» ача сачĕ).