07 июня 2017 г.
«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ республикăри тирпейлекен 600-тен пуçласа 1500 çын таран ĕçлекен предприятисем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă.
Ведомствăсем хушшинчи комисси организацисен ĕç-хĕлне 11 енчен хакланă.
Вăрнар завочĕн тĕп кăтартăвĕ – продукци туса кăларассин калăпăшĕ ÿссе пыни. 2017 çулхи 1 кварталта кунта ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсене 5057 тонна туса кăларнă. Ку – пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 40 процент ытларах. Препаратсен пысăк пайĕ – гербицидсем.
1-мĕш кварталта предприятире ĕçлекенсен йышĕ 10 процент ÿснĕ, 878 çынпа танлашнă. Вăтам шалу 34 пин тенкĕ пулнă.