Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял пурнăçне килĕштерет

07 июня 2017 г.

Уйкас Явăшра пурăнакан Федор Никифоров 29-та. Хальхи вăхăтра каччă «Мураты» хуçалăхра осеменаторта ĕçлет, çавăн пекех ветеринар тивĕçне те пурнăçлать. Икĕ ĕçе те пĕр пек юратать, мĕншĕн тесен кашниех выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă.

Федор Çăкаллă Явăшра çуралнă. Мăн Явăш шкулĕнче вĕреннĕ. Ача саккăрмĕш класра пĕлÿ илнĕ чухне хăйĕн пурнăçне выльăхсемпе çыхăнтарма тĕллев тытнă. Чылайăшĕ унран тĕлĕннĕ: ара ферма ĕçĕ йывăр-çке. Юлташĕсен ырă сĕнÿ-канашне итленĕ-ха, анчах та пурпĕр шухăша улăштарман. Тăххăрмĕш класс пĕтерсен Вăрнарти техникума кайнă. Ветеринари енĕпе пĕлĕве тарăнлатма пуçланă.

– Техникумри тăватă çул хăвăртах хыçа юлчĕ. Алла диплом илтĕм, – терĕ Ф.Никифоров.

– Вĕренсе тухнă хыççăн ĕç тупма йывăр пулмарĕ-и; – ыйту патăм ăна.

– Çав вăхăтра телейĕ юнашарах пулчĕ, Çавалкасри ветеринари участокне ветсанитара вырнаçрăм. Кун хыççăн кун иртсе пычĕ, хăнăхрăм майĕпен, çĕнĕлĕхсене те алла илме пуçларăм, – васкамасăр хуравларĕ çамрăк.

Анчах та тăватă-пилĕк çултан пурнăç çулне тăруках улăштарнă, укçа-тенкĕ ытларах ĕçлесе илес тĕллевпе Мускав тăрăхне тухса кайнă. Кайрантарахпа «Мураты» хуçалăха ертсе пыракансем ăна фермăра специалист кирлине  пĕлтернĕ. Ф.Никифоров турткалашса тăман. Кăçал акă осеменаторпа ветеринар тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннăранпа икĕ çул çитнĕ.

– ,çленипе пĕрлех вĕренетĕп те. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари уйрăмĕнче куçăмсăр майпа пĕлÿ пухатăп, – пĕлтерчĕ Федор Иванович.

Вăл выльăх-чĕрлĕхе ачаран юратнă. Амăшĕ фермăра ĕçленĕ чухне пулăшма васканă.

Федор амăшĕпе пĕрле пурăнать, ашшĕ 2001 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Йăмăкĕ Маргарита Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет.

Тепĕр чухне ĕçре ывăнни те пулать, анчах çакна никама та палăртмасть. Çу кунĕсенче ĕнесем кÿпĕнесси те пулкалать. Шăнкăравласа пĕлтерсенех уя çитме васкать.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика