07 июня 2017 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Тимĕрçкасси ялĕнче те колхоз йĕркеленĕ.
Ăна «Красный луч» ят панă. Колхоза ертсе пыма Александр Сидорович Сидорова суйланă. Халăх ăна Элека тесе чĕннĕ. Ун чух колхозра вунă лашапа пĕр ĕне анчах пулнă. Колхоз аталаннă май ĕне, чăх, кăвакал фермисем тунă.
Вăрçă хыççăн, 1952 çулта, пирĕн ял колхозĕ ытти ялсенчисемпе пĕрлешнĕ, çапла пысăк хуçалăх пулса тăнă. Суворов ячĕпе хисепленекен колхозăн председательне вăрçăран таврăннă Туçи Çармăс çыннине Алексей Егорович Егорова суйланă. Хуçалăхăн ĕне фермисем Кивĕ Шуртанта тата Тимĕрçкассинче пулнă. Малтанхи ĕне ферми Константин Николаев çурчĕ çумĕнче вырнаçнă. Унта пĕр витерех ĕнесем, лашасем, сыснасем, кайăк-кĕшĕк усранă. Витепе юнашар кĕлетсем çĕклесе лартнă. Унта тырпул анчах мар, ытти ĕç хатĕрсем те упранă.
Колхозăн пĕрремĕш доярки – Анна Антоновна Антонова. 1950 çулсенче çĕнĕ витесем тунă. Лашасене ял варрине шурлăхлă вырăн çумне куçарнă. Ĕне витисене Сакăлта шывĕн çыранĕ хĕрне туса лартнă. Кайăк-кĕшĕке Çăл çырми тăрăх тунă витесене янă. Кĕлетсене хальхи магазина тата клуба хирĕç çĕкленĕ. Унтан инçех мар тимĕрçĕ лаççи хута кайнă. ,несен шучĕ çултан çул ÿснĕ. Тимĕрçкасси ферминче сăвакан 60 ĕне пулнă. Тăватă доярка ĕçленĕ. Вĕсем – Мария Данилова, София Николаева, Нина Николаева тата Нина Степанова пулнă. 1955 çулта Сакăлта çырми хĕрринчен 300 – 350 метрта çĕнĕ ĕне вити хута янă. Тепĕр вунпĕр çултан колхоз ĕнесем валли кирпĕчрен хăтлă, ăшă вите çĕкленĕ.
Нина Степанова доярка Çĕпĕре куçса кайсан ун вырăнне Елизавета Николаева ĕне сума тытăннă. Тĕрĕссипе, вăл аллăмĕш çулсенчех фермăра ĕçлеме пуçланă: малтан пăрусем пăхнă, каярахпа дояркăра тăрăшнă.
1951 çулта Елизавета Николаевна Степан Сергеевич Сергеевпа çемье çавăрнă. Пурнăç тăршшĕпе тăван колхозра ĕçленĕ. Ача çуратма декрета кайсан кăна ĕçе хутшăнайман. Фермăра ĕç вырăнĕ тивĕçмен чухне Елизавета Николаевна бригадăра вăй хунă. Анчах пурнăçĕ ытларах фермăпа çыхăннă.
Степан Сергеевичпа Елизавета Николаевна пилĕк ачана тĕрĕс-тĕкел, çирĕп сывлăхлă, патшалăха юрăхлă çитĕнтереççĕ. Хĕрĕ Зоя, Кивçурт Енĕше качча тухнă, мăшăрĕпе ултă ачана кун çути панă. Зоя колхоз пĕтичченех сысна ферминче вăй хунă. Ял-йышра пысăк хисепре. Миша Шупашкарта тракторсем тăвакан заводра ĕçленĕ. Шел, унăн кун-çулĕ кĕске пулчĕ, утмăлта сарăмсăр вилĕм пирĕнтен уйăрнă. Гриша – Украинăра, Харьковри пĕр заводра ĕçлет. Кÿршĕллĕ çĕршыври лайăх мар лару-тăрăва пула Елизавета Николаевна Гришăшăн кулянать. Зина Волгоград облаçĕнче, качча тухнă, яла хăнана кăна килсе каяççĕ.
Елизавета Николаевна – ĕç ветеранĕ. Вăл шăмăсем ыратнă пирки 1985 çулта фермăра ĕçлеме пăрахнă та 60 çула çитичченех бригадăра вăй хунă. Хастар ĕçшĕн Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă. «Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра малта пыракан дояркăсен ячĕсене те пичетлетчĕç, – тет ветеран. – Вĕсем хушшинче манăн хушамат та тăтăшах пулнă». Паллах, çăмăл пулман доярка ĕçĕ. Ĕнесене алăпа сунă. Ĕне сумалли аппаратпа çулталăк хушши анчах усă курма тÿр килчĕ мана, тет Елизавета Николаевна.
Халĕ ветеран кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Алла усса ларма юратмасть. Куçлăхсăрах хаçат вулать. Çăм арлать, алсиш, чăлха-нуски çыхать. Кайăк-кĕшĕк усрать. Яланах ура çинче кăштăртатса çÿрет. 85 çулта та малашлăха ĕмĕтленсе пурăнать. Алли-ури ыратать пулсан та малаллах талпăнать. «Çанталăк улшăнассине 2–3 кун маларах систерет», – тет Лиза акка. Эпир Елизавета Николаевнăна çирĕп сывлăх тата нумай пурăнма иксĕлми вăй-хăват, тулли телей сунатпăр.
Василий ИВАНОВ.
Тимĕрçкасси.