07 июня 2017 г.
Вăрнар район прокуратури Çĕрпел ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемьен çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтăвĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕ.
Тĕрĕслев федераллă саккуна пăснине кăтартса панă. Çĕрпел ял поселенийĕн администрацийĕ нумай ачаллă çемье валли Кайри Тукайра çурт-йĕр туянма муниципаллă контракт çырнă. Çитменлĕхсем пуррине пăхмасăр çурта туллин йышăннă, çемьене панă. Прокуратура май уйăхĕнче ирттернĕ тĕрĕслев хыççăн кăна кăлтăксене пĕтерме тытăннă.
Бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курни тата граждансен çурт-йĕр прависене пăсни тĕлĕшпе прокуратура Çĕрпел ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕлĕшпе представлени çырнă.