Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ

03 июня 2017 г.

Районта ĕнесене машинăпа сăвакан мастерсен тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсен конкурсне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл «Броневик» хуçалăхра иртрĕ.

Конкурса хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ăшшăн саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.

– Паян районти чи лайăх специалистсем пуçтарăнчĕç. Конкурс вăхăтĕнче пĕр-пĕрин опычĕпе туллин паллашма, хăвăр ăсталăха ÿстерме май килĕ. Кунта илнĕ пĕлÿпе вара кулленхи ĕçре усă курмалла пултăр, – терĕ вăл.

«Броневик» хуçалăх ертÿçи Владислав Репин вырăнти ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ. Паянхи кун фермăра 400 пуç ытла выльăх-чĕрлĕх, вĕсенчен сăваканнисем 180 пуç. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра 20 литр сĕт суса илеççĕ. Фермăра ултă доярка ĕçлет, вĕсене улăштаракан та пур. Çу кунĕсем çитнĕрен ĕнесене уйра çÿретеççĕ. Юсав ĕçĕсене те туса ирттернĕ: сĕт пăрăхĕсене улăштарнă, урайсене çĕнетнĕ. Ферма ĕçченĕсемшĕн кăтартусене лайăхлатасси тĕп тĕллев пулса тăнă.

Конкурсăн тĕп судйи – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов професси ăсталăхне туптани ĕçре чылай пулăшнине палăртрĕ. Мероприятие уçнă май Чăваш Республикин патшалăх ялавне пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем Ольга Козловăпа Надежда Сергеева çĕклерĕç.

Акă конкурс та пуçланчĕ. Дояркăсем ĕне сумалли аппарата салатса пуçтарас ĕçе пикенчĕç. Сумлă жюри вĕсем мĕн тунине тимлĕ сăнарĕ. Кам ĕçе хăш вăхăтра пурнăçланине паллă турĕ. Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен ыйтусене те хуравламалла пулчĕ. Ĕне сунă чухне вара кашниех хăйĕн опытне туллин уçса пама тăрăшрĕ.

Выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсем те вăхăта усăсăр ирттермерĕç, задание пурнăçларĕç. ,нене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ чухне мĕнле ĕçсем тумаллине кăтартса пачĕç. Ку конкурса опытлисем те, çамрăкраххисем те хутшăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕрин ĕç-хĕлне курчĕç, усăллине нумай пĕлчĕç.

Вăхăт малалла шурĕ, конкурс та вĕçленчĕ. Кам-ха çĕнтерÿçĕ? Çакна кашнинех пĕлес килчĕ, çавăнпа пĕтĕмлетĕве кĕтрĕ. Акă район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Горбунов конкурса хутшăнакансем умне тепĕр хут тухрĕ. Вăл ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем хушшинче «Броневик» хуçалăхри Ольга Козлова мала тухнине пĕлтерчĕ. Ăна дипломпа тата парнепе чысларĕ. Иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ «Янгорчино» хуçалăхри Алевтина Тарасовăпа виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн ферма ĕçченне Ирина Григорьевана та ăшшăн саламларĕ.

Ветерансем хушшинче Алексей Фадеев фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен Ольга Орлянкова пĕрремĕш пулчĕ. Çамрăкраххисенчен «Кольцовка» агрофирмăри Анастасия Фомичева палăрчĕ.

Искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсем хушшинче «Янгорчино» хуçалăхри Надежда Сергеевана çитекенни пулмарĕ, вăл пуринчен те ытларах балл пухма пултарчĕ. Ăста оператор районти конкурсра темиçе çул çĕнтерет. Унран Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхри Вероника Смирнова кăшт кăна юлчĕ, çавăнпа иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. «Кольцовка» агрофирмăри Людмила Храмова вара виççĕмĕш пулчĕ. Çамрăк специалистсенчен чи лайăххи «Броневик» хуçалăхри Галина Козлова пулса тăчĕ. Ветерансенчен «Кольцовка» агрофирмăри Галина Росадина малтисен йышне лекрĕ.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен Алексей Фадеев фермер патĕнче ĕçлекен Наталия Самуилова чыс-хисепе тивĕçрĕ.

Конкурса хутшăнакансене Хăмăшри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Çĕнтерÿçĕсем Шупашкар районĕнче иртекен республикăри конкурса хутшăнĕç, район чысне хÿтĕлĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика