Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх хаваслă кулăпа тултăр

03 июня 2017 г.

Ачасен ыйтăвĕсем, вĕсене хăрушсăрлăхра çитĕнтересси паян патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ку енĕпе çĕршывра, вăл шутра хамăр районта та, пысăк ĕç пурнăçланать. Республикăра ĕçлекен чылай программа çемьесене çирĕплетес, ачалăха телейлĕ тăвас тĕллевлĕ. Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ку ыйтусем уйрăмах тимлĕхре пулчĕç.

Районта çак куна халалласа нумай çĕрте мероприятисем иртрĕç: ача сачĕсенче, налук инспекцийĕнче кĕçĕннисем мелпа асфальт çине ÿкернĕ, ял поселенийĕсенче вăйăсем, конкурссем йĕркеленĕ.

Районти культура çуртĕнче иртнĕ уяв концерчĕ вара чăннипех те ачалăха тавăракан уяв пулса тăчĕ. Ăна йĕркелекенĕ – Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕ – кĕçĕннисене тĕрлĕ енлĕ савăнăç кÿчĕç. Ачасемпе ашшĕ-амăшне культура çуртне кĕнĕ çĕрте юмахри сăнарсем кĕтсе илчĕç, хаваслă ташă картине явăçтарчĕç. Кăмăл тăвакансем пичĕсем çине аквагрим хума пултарчĕç.

Сцена çине ача садне çÿрекенсем ытларах тухнăран пулĕ, залра чăннипех те уяв туйăмĕ вăйлă хуçаланчĕ. Концерт пĕр ăстрăмпа иртрĕ. Кашни ача сачĕ илемлĕ номерсем хатĕрленĕ. Чăваш енри Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне те манмарĕç. Çĕр çинчи чи çывăх çыннисене юрăсем, илемлĕ сăмахсем парнелерĕç. Раççейри Экологи çулталăкне номерсем халалларĕç.

Юлашкинчен пĕчĕк артистсем ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсемпе пĕрле пысăк хорпа юрланă «Яланах хĕвел пултăр» юрра пурте ура çине тăрса итлерĕç.

Уяв иртрĕ, анчах та вăл чĕрере нумайлăха ырă туйăм хăварчĕ.

Санарпуçĕнчи культура çуртĕнче уяв ячĕпе конкурс программи иртнĕ. Унта шкулти лагере çÿрекен ачасене Кнопка тата Клепка клоунсем савăнтарнă, тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарнă. Вĕренекенсем вăйăсенче тупăшнă, ÿкерчĕксем ÿкернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.     

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика