03 июня 2017 г.
«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн пысăк делегацийĕ Беларуç Республикине «Август – Бел» заводăн 10 çулхи юбилейне паллă тума тухса кайнă.
Уяв сцени çинче «Август» компанин генеральный директорĕ Александр Михайлович Усков «Август – Бел» «Август» пысăк çемйин пĕр пайĕ пулнине, унăн Вăрнарти «аслă пиччĕшĕ» кĕçех 90 çул тултарассине, пĕлтĕр тепĕр «ача» – «Август – Алабуга» çуралнине, çитес çул валли вăл çитĕнессине, çавна май ĕçлеме пуçăнассине каланă. Александр Михайлович «Август – Бел» заводăн ĕçченĕсене тав тунă. Завод Беларуçи бюджетне 100 миллион доллар майлă куçарнине, çавăнпа та кунти ĕçченсем çĕршыв экономикине мĕнле тÿпе хывнине пĕлмеллине палăртнă.
Уявăн савăнăçлă пайне «Август – Бел» заводăн директорĕ Евгений Витальевич Плотиннов тăснă. Хыççăн хăнасем саламланă тата ĕçре малтисене чысланă. «Август» компанин Вăрнар завочĕн директорĕ Владимир Васильевич Свешников та Беларуçри ĕçтешĕсене саламланă, чăваш наци символикин сувенирĕсене парнеленĕ.
Вăрнарсем чăваш ташшине илемлĕ ташласа панă. Завод ĕçченĕсем ку ташша уйăх ытла вĕреннĕ. «Паха тĕрĕ» фабрики ятарлă тумтир хатĕрлесе панă. Куракансем номере тăвăллăн алă çупса йышăннă.
Уява завод делегацийĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, композитор, Вăрнарти ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕ Владимир Антонович Михайлов хутшăннă. Беларуç çĕрĕ çинче чăвашсен шăпăрĕ тата ытти кĕвви илемлĕн янăранă.
Вăрнар делегацийĕ «Август – Бел» заводра экскурсире пулнă. Беларуçсемпе чăвашсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе ылмашăннă.
Людмила ИВАНОВА.