Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парадра – çамрăксем

31 мая 2017 г.

Вырсарникун Раççейре паллă тунă Пограничник кунне вăрнарсем яланхиллех хастар хутшăнчĕç

Çак кун районти штаб пограничниксен çамрăк тусĕсен парадне йĕркелерĕ. Вăрнарти Асăну скверĕнчи Чикĕ юпи тата астăвăм чулĕ умне Хапăсри, Калининăри, Çĕрпелти тата Кульцаври шкулсен отрячĕсемсĕр пуçне хăй вăхăтĕнче çĕршыв чиккине сыхланă вун-вун çын пуçтарăнчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов «симĕс карттуслисем» Раççей çарĕн мухтавĕ, вĕсем Тăван çĕршыва чи чыслă сыхлакансем пулнине палăртрĕ.

Пирĕн районта çарта çĕршыв чиккинче тăнисем 1500-ĕн ытла. Вĕсем çамрăксемшĕн паха тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсенче патриотизм туйăмне вăратас тĕллевпех ĕнтĕ пограничниксен районти штабĕ шкулсенче те пысăк ĕç пурнăçлать. Калинино, Хапăс тата Çĕрпел шкулĕсен пограничниксен отрячĕсем ку çарăн мухтавне çÿлте тытса пынине пĕлетпĕр. Халĕ ак Кульцав ачисем те ку рете тăчĕç. Уявра чаплă самантра вĕсене чикĕре тăракансен ялавне тыттарчĕç.

Парадра шкул ачисем харпăр хăй отрячĕсен ялавĕсене чыслăн йăтса тухрĕç, стройпа тата юрласа утрĕç.

Ку мероприятие патриотла воспитанин чи ырă тĕслĕхĕсене аталантарас тĕлĕшпе «Геройсемпе танлашатпăр» компекслă программа йĕркипе ирттернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика