Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çиччĕмĕш çул – 1-мĕш!

31 мая 2017 г.

Çак чаплă результата çĕнсе илекенĕсем – Калининăри шкул-интернатра вĕренекенсем.

Эрнекун Шупашкарта Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа сусăр ачасем хушшинче ирттернĕ IX республика спартакиадинче калининăсем ăс-тăн енчен каярах аталанакансен ушкăнĕнче ăмăртнă. Медальсене 60 тата 200 метр чупассинче, вырăнтан сикессинче, канат туртассинче выляттарнă.

Уйрăмах Настя Спиридонова маттур пулнă, чупассипе тата сикессипе ăна çитекен пулман. Çĕнтерĕве çавăн пекех Людмила Клементьева, Лена Иванова, Вика Семенова, Надя Гурьева, Виктор Иванов, Николай Андреев, Николай Кушаков, Михаил Иванов, Дима Самойлов, Анатолий Краснов пысăк тÿпе хывнă.

Ачасен наставникĕ Лев Николаевич Ефимов шкул-интернат команди нумаях пулмасть хевтесĕр çынсем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ республика первенствинче те 1-мĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика