20 мая 2017 г.
Федерацин туризм енĕпе ĕçлекен агентстви регионсен – ял туризмне аталантарассин лидерĕсен – топ-10 йышне палăртнă. Списока Белгород, Ленинград, Калуга, Калининград, Мускав, Тамбов облаçĕсем, Карели, Коми, Чăваш ен тата Алтай крайĕ кĕнĕ.
Пирĕн республика хăйĕн çутçанталăкĕпе илĕртÿллĕ, туризмпа кану, сывлăха çирĕплетмелли майĕсемпе пуян. Паян Чăваш енре ялсенчи 15 яхăн хăна çурчĕ, экологи туризмĕн 10 ытла объекчĕ шутланаççĕ. Туристсем уйрăмах кăмăллакан объектсен шутĕнче – «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ, «Сăрçи» çутçанталăк заповедникĕ, А.Г.Николаев космонавтăн мемориал комплексĕ, Çĕрпÿри хăрарăмсен Тихвин мăнастирĕ тата ыттисем.