Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем – лагерьте

20 мая 2017 г.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх «Знамя» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхе районта чи малтан çуллахи лагере кăларнă. Çакă, паллах, продуктивлăха ÿстерме май парĕ.

Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 189 пуç, вĕсенчен 70-шĕ сăваканнисем. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне 85 тонна сĕт туса илнĕ, ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 7,2 процент нумайрах. Хальхи вăхăтра кунта куллен 1 тонна сĕт суса илеççĕ. Ăна сĕт заводне ăсатаççĕ. Ĕнесене Елизавета Андреевапа Галина Николаева пăхса тăраççĕ. Иккĕшĕ те машинăпа сăвакан операторсем. Эльвира Семенова вара çамрăк выльăхсенчен уйрăлмасть. Вăл выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлесе пысăк опыт пухнă. Выльăхсене симĕс курăк çинче çÿретнипе çеç çырлахмаççĕ, утă та, сенаж та, ытти апат та параççĕ. Чир паллисем палăрсан ветеринари специалисчĕсене чĕнеççĕ.

«Знамя» хуçалăх ертÿçи Вячеслав Васильев выльăх-чĕрлĕх йышне те, продуктивлăха та ÿстерес тĕллевлĕ. Çавăн пекех лайăх пахалăхлă сĕт сутсан предприятин тупăшĕ ÿснине те лайăх ăнланать.

«Мураты», «Броневик», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем те выльăхсене ирĕке кăларнă.

К.ЮРЬЕВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика