20 мая 2017 г.
Вăрнар районĕнче хальхинче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ ирхи 6 сехетренех пуçланчĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Инна Антонова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа Хапăс тата Анаткас Хапăс ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.
Тĕлпулăва ир-ирех пуçтарăнни те ахаль мар. Влаç представителĕсем халăха хальхи вăхăтра чăннипех те хумхантаракан ыйтăва – сĕт хакне – вырăнта сÿтсе явас терĕç. Хапăс тăрăхне çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев, Госветнадзорăн патшалăхăн аслă инспекторĕ Владимир Алексеев, полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД пуçлăхĕ Владимир Петров та килсе çитрĕç.
Упнер ял тăрăхĕнче халăхран сĕте икĕ организаци пуçтарать. Хапăспа Анаткас Хапăсра – «Иволга-молоко» тулли мар яваплă общество. Кунсерен ку ялсенче пурăнакансем 800 кг ытла сĕт сутаççĕ. Хальхи вăхăтра – 15 тенкĕпе. Ял çыннисене ку хак, паллах, çырлахтармасть. Мĕншĕн тесен ĕне усрама çăмăл та, йÿнĕ те мар. «Лавккара çур литр шыв та хаклăрах, сĕт – 39 тенкĕрен тытăнса...» – пăшăрханса калаçрĕç вĕсем.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пĕлтĕр хак кăçалхинчен те пĕчĕкрех пулнине аса илтерчĕ. Анчах та кăçал сĕт пухакансемпе сăмах вĕççĕн сĕте 15 тенкĕрен чакарма юраманни çинчен калаçса татăлнине пĕлтерчĕ. Ку сăмаха нумаях пулмасть Чăваш ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Йĕпреç районĕнче ирттернĕ канашлура пуçарнă.
Леонид Григорьевича лару-тăру хăйне те пăшăрхантарать. Вăл ку енĕпе маларахри çулсенче епле ĕçленине аса илчĕ. Тен, паян план системи пулманни çакнашкал лару-тăрăва йĕркелет те, терĕ вăл. Çав вăхăтрах халăхăн хăйĕн те сĕт пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрмаллине аса илтерчĕ. Районта ирттерекен тĕрĕслевсем акă 100 çынран 15-шĕ сĕте шыв хушнине кăтартса параççĕ. Хапăсра 20 çынран тăваттăшĕн сĕтĕнче шыв пурри палăрнă. Хальхинче те Хапăсри ветучасток ĕçченĕсем Светлана Белковапа Алина Краснова кашнин сĕтне проба илчĕç. Çĕрпелти ветучасток ĕçченĕ Сергей Игнатьев «Лактан» приборпа вĕсене çийĕнчех тĕрĕслерĕ. Сĕт пухаканăн цистернăри пĕрлехи пухăмĕнчен те проба илчĕç. Хапăсра сĕте хушнă шыв шайĕ 6, Анаткас Хапăсра 11 процентпа танлашрĕ.
Ветеринари станцийĕ кашни уйăхрах ялсене тухса тĕрĕслевсем ирттерет. Вĕсен сĕт пахалăхĕ тĕлĕшпе тулли даннăйсем пур.
Ял çыннисене Вăрнар тăрăхĕнче мĕншĕн ют çĕрти коммерсантсем сĕт пухса çÿрени тĕлĕнтерет. «Хамăрăн Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ пур-çке. Мĕншĕн вăл пур ялта та пухассине йĕркелемест»,– терĕç вĕсем. Леонид Григорьевич ку предприяти хальхи вăхăтра районти 13 точкăран сĕт пухнине пĕлтерчĕ, хапăссен ыйтăвне ун ертÿлĕхĕ патне çитерме шантарчĕ.
Информаци ушкăнĕ малалла «Газпром Газораспределение Чебоксары» акционерла обществăн Вăрнарти филиалĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Владислав Дубинин ертсе пыракан пĕрлешÿре виçĕ районпа 160 ытла çын ĕçлет, Вăрнарта – 70 енне.
Экономика министрĕн заместителĕ Инна Антонова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кунта тата район активĕпе ирттернĕ тĕлпулусенче Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ ыйтусене – ачасен çуллахи канăвне тата ĕçлевне йĕркелесси, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, çурхи уй-хир ĕçĕсен тăсăмĕ – уçăмлатрĕç, республикăри, районти кăтартусене илсе кăтартрĕç.
Кăçал районта шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен 20 лагерьте 793 ача, вăл шутра 55-шĕ – пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнисем, канĕç. Палаткăллă 17 лагерь 329 ачана йышăнĕ. ,çпе кану енĕпе йĕркеленĕ 20 лагере 723 вĕренекен çÿрĕ. 200 ытла ачан хула тулашĕнчи лагерьсенче канма май пур.
Район аграрийĕсем çанталăкăн кашни саманчĕпе усă курма тăрăшаççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне çуртрисене 10283 га акнă. Ку вăл планпа пăхнин 79 проценчĕ. Çĕрулми 300 га лартнă. Сÿре ĕçĕсем, ÿсентăрансене хими препарачĕсемпе имçамлас ĕçсем малалла пыраççĕ.
Районта информаци кунĕнче пилĕк ушкăн ĕçленĕ. Вăрнар тăрăхĕнчи халăхпа çак кун çавăн пекех Чăваш ен Контрольпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Надежда Никандрова, вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Алевтина Федорова та тĕл пулнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.