Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене çăлнă

20 мая 2017 г.

Кÿршĕсем асăрхаман пулсан Вăрманкасра май уйăхĕн 16-мĕшĕнче тухнă пушар синкерлĕ вĕçленме, унта икĕ ача çунса кайма пултарнă.

Ачасем килте иккĕнех пулнă. 7 çулхи хĕрача тата ун 5-ри шăллĕ верандăра картон курупкана чĕртсе янă, анчах хыпса илнĕ çулăма сÿнтереймен, çавăнпа та пÿрте чупса кĕрсе пÿлĕмре пытаннă.

20 сехетсенелле пушара кÿрши 37-ри Александр Казаков тата унăн юлташĕ асăрханă. Чÿречере ачасен ĕмĕлкисене курсан кантăка çĕмĕрсе вĕсене урама туртса кăларнă.

Инкек вырăнне çитнĕ пушарнăйсем хуралтăсене çăлса хăварнă, анчах та йывăç пÿрт çунса кĕлленнĕ.

Унччен икĕ кун маларах, çĕрле, Чалăм Кăкшăмра пурăнмалли йывăç çурт çунса кайнă.

Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 16 пушар пулнă. «Хĕрлĕ автан» пурăнмалли тăватă çурта, пилĕк хуралтăна, икĕ çăмăл автомобиле тĕп тунă. Тăкакĕ – 1,5 млн тенкĕ ытла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика