20 мая 2017 г.
Ĕнерччен республикăра СПИДран вилнисене асăнса ирттерекен Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа ятарлă вунăкунлăх иртнĕ. Çавна май республикăра ВИЧ пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме тестировани эрни иртнĕ.
Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕн даннăйсемпе ВИЧе тупса палăртнăранпа тĕнчере 75 миллион ытла çын чирленĕ. Раççейре 1987 çултанпа 2016 çул тĕлне 1 млн ытла çынна ВИЧ ерни паллă, унран 210 пин ытла вилнĕ. Раççейре кунне ку чир 200 ытла çынна ерет.
– Чăваш Республикинче ку чир ытлашши вăйлă сарăлман пулин те шутламалăх пур. Ăна тупса палăртнăран тытăнса 2016 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăра ВИЧ пур 2087 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 516-шĕ вилнĕ. ВИЧ-инфекци тĕслĕхĕсене Чăваш енри мĕнпур хулапа районта шута илнĕ, анчах та унпа Канаш хулинче, Сĕнтĕрвăрри тата Канаш районĕсенче чи нумай чирлеççĕ, – пĕлтерет СПИДа тата инфекци чирĕсене асăрхаттарассипе тата кĕрешессипе ĕçлекен республика центрĕн пай заведующийĕ Ирина Кочерова.
ВИЧ-инфекци – вăраха тăсăлакан инфекци чирĕ, ăна иммунитет дефицичĕн вирусĕ пуçарать. Вăл теприне чирĕн кирек хăш тапхăрĕнче те ерме пултарать, вăл шутра – инкубаци вăхăтĕнче те. ВИЧпа чирлĕ çын хăйне чылай çул лайăх туйма пултарать. Сывлăхĕ хавшаса СПИД тапхăрне куçнă вăхăтра вăл ыттисене те ертесси хăрушă. Çавăнпа та çулсерен ятарлă тест туни питĕ вырăнлă.
Вирус юнра, ар шĕвекĕпе кăкăр сĕтĕнче пурăнать. Тепĕр çынна вăл ÿт суранĕ тата йăлмака сий урлă юна лексе куçма пултарать.
Шел те, хальлĕхе ВИЧ-инфекцирен сипленме çук. Препаратсем вирус аталанассинчен çăлаççĕ çеç. Чăваш енре хальхи вăхăтра 739 çын антиретровирус терапийĕпе сипленет.
Светлана ЧИКМЯКОВА.