Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар вăййисенче

20 мая 2017 г.

Районта çак эрнере çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем иртрĕç.

Виçĕ кунра шкулсенчи 21 команда вунă ытла конкурсра – вăй-хал гимнастикинче, Тăван çĕршыв историне пĕлессинче, стройпа утассинче, чăрмавлă турист çулне çĕнессинче, космоса тĕпчессинче, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассинче, чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене тытма пĕлессинче тата ытти те – вăй виçрĕç.

Çамрăк армеецсене вăйăсем пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова, полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Петров саламланă.

Шкул командисем кăçал та илемлĕ вырăнта – Кĕçĕн Çавал хĕрринче – вырнаçнă. «Виççĕмĕш çул хутшăнатпăр. Çак вăйăсем пире хăюллăрах, çивĕчрех, тавракурăмлăрах пулма, уй-хир условийĕсенче пурăнма вĕренме пулăшаççĕ», – пĕлтерчĕç Аçăмçырминчи шкулта вĕренекенсем. Ытти çулсенче вĕсем пĕтĕмĕшле зачетра малти вырăнсене йышăнатчĕç. Кăçалхи кăтартусем те япăх мар, ачасем чылай конкурсра палăрнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вара кăçал «Зарница» ушкăнра Вăрнарти 2-мĕш шкул çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. «Орленоксен» ушкăнĕнче – Хапăсри вăтам шкул команди.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика