Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вилĕмсĕр полк» ял урамĕсемпе иртрĕ

11 мая 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитрĕ. Çак уява халалласа кашни хулара, ялсенче те тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Уйрăмах «Вилĕмсĕр полк» акцине хастар хутшăнаççĕ.

Çавăн пек акци Юпшик Ялтăрара та иртрĕ. Ăна культура çурчĕн ĕçченĕ Е.Владимирова йĕркелерĕ. Майăн 9-мĕшĕнче Юпшик Ялтăрара пурăнакансем хăйсен çывăх тăванĕсен, юлташĕсен, пĕлĕшĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса культура çурчĕ умне пуçтарăнчĕç. Шкул çулне çитмен ачасем те, çамрăксем те, ватă çынсем те хаваспах хутшăнчĕç. Хăйсен çывăх çыннисем пурнăçа шеллемесĕр тăшманпа çапăçни, пире мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнма пиллесе хăварни вĕсене хавхалантарчĕ те, мăнаçлантарчĕ те. Сăнÿкерчĕксене мăнаçлăн йăтса пыракансен ушкăнĕ хавхалануллă туйăмпа ял урамĕсене черетлерĕ. Çамрăксемшĕн ку уйрăмах пысăк тĕслĕх пулчĕ. Вĕсем хăйсен несĕлĕсемпе ытларах кăсăкланĕç,   ветерансене хисеплесси, сума сăвасси çÿллĕ шая çĕкленĕ.

В.ФЛЕГЕНТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика