Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Геройсене ятран пĕлмелле

11 мая 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине Вăрнар районĕнче кăçал та анлă паллă турĕç. Кашни ялта, кашни шкулта астăвăм уявĕсем иртрĕç

Аслă Çĕнтерĕвĕн районти тĕп уявĕнче хальхинче те мăнаçлăх, паттăрлăх туйăмĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Предприяти-организацисен ĕçченĕсем, уйрăм çынсем ирех тĕп площаде васкарĕç. Ачасем йышлă пулни пĕлтерĕшлĕ – Аслă Çĕнтерÿ  кунĕ шăпах вĕсенче патриотизм туйăмне çĕклес тĕллевлĕ.

Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, уява уçнă май, çак Çĕнтерÿ мĕнле хакпа туптаннине астутарчĕ.

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ Владимир Венедиктов команда панă хыççăн Калинино шкулĕн кадечĕсем пĕр тикĕс строй уттипе Раççей Ялавне тата Çĕнтерÿ Ялавне йăтса тухрĕç.

– Астăвăм датисен календарĕнче май уйăхĕн 9-мĕшĕ уйрăм вырăн йышăнать. Çĕнтерÿллĕ май аякка юлса пырать пулин те, совет халăхĕн паттăрлăхĕ ăрусен чĕринче ĕмĕрлĕх юлать. Çĕнтерÿçĕ-ăру хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыв ирĕклĕхне, никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, ял-хуласене ишĕлчĕк айĕнчен çĕкленĕ. Эпир хамăр ентешсемпе, Çĕнтерĕве фронтра та, тылра та туптанă паттăрсемпе, чĕререн мухтанатпăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов пирĕн кашни Героя ятран пĕлмеллине, çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн паттăрлăхне ăруран ăрăва тăсмаллине аса илтерчĕ. Тылри халăхăн ырми-канми ĕçне, шăпах вĕсене пула совет çарĕ фашизма парăнманнине хаклама ыйтрĕ.

Вăрнар халăхĕн Аслă Çĕнтерÿри тÿпи капашсăр сумлă. Вăрçă пуçланнă кун районта ,çпе юрă уявĕ иртмелле пулнă. Çак кун колхоз председателĕсем, бригадирсем, агротехниксем, ял хуçалăх специалисчĕсем пĕтĕмпе 300-ĕн ытла – çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетме, ял хуçалăх продукцине туса илессине планлама Кульцаври Ленин орденлĕ Сталин ячĕллĕ колхоза пуçтарăннă. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăннине вĕсем ку колхоз председателĕнчен Сергей Коротковран пĕлнĕ.

Вăрçă пуçлансанах районта пур çĕрте те пухусемпе митингсем иртнĕ, нумайăшĕ фронта хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Вăрнар халăхĕ çăкăр ÿстерессипе малта пынă. Пирĕн ĕç çыннисем пуçарнипе «Колхозник Чувашии» танк колоннине, çар самолечĕсене тума укçа-тенкĕ пуçтарма тытăннă.

Вăрнар районĕнчи кашни тăваттăмĕш çынна çара илнĕ. Фронтра 11526 çын çапăçнă, 5961 ентеш çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Тăваттăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ: Алексей Иванов, Степан Илларионов, Федор Ашмаров тата Анатолий Иванов. Район ятне Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Александр Парминов тата тыткăнран тарнă Польша партизан отрячĕн разведчикĕ Жорж Илюкин та çĕкленĕ. Шел, фронтовиксен речĕ çулсерен сайраланать. Паян районта вăрçа хутшăннисем 33-ĕн çеç пурăнаççĕ, вăрçăра вилнĕ паттăрăн тăлăх арăмĕ пĕрре тата 548 тыл ĕçченĕ. 

Салам сăмахĕсене çавăн пекех вăрнарсем патне Мускаври «Сыны Отечества» общество представителĕ Сергей Музяков, Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей çитерчĕç. Вăрçă ветеранĕ Вăрнарта пурăнакан Александр Селенин паттăрсен ăрăвĕ ячĕпе, поселокри 2-мĕш шкул ачисем Ирина Горновапа Дмитрий Николаев çамрăксем ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕç. Ача-пăча пултарулăх коллективĕсем, районти клуб системин ĕçченĕсем мирлĕ пурнăçшăн тав туса илемлĕ номерсем парнелерĕç.

Асăну скверĕнчи монумент, мемориал плитисем Чăваш ен Пуçлăхĕн, район ертÿлĕхĕн ятĕнчен чечексемпе, гирляндăпа, чечек кăшĕлĕсемпе хупланчĕç. Ветерансен ячĕпе Совет Союзĕн Геройĕн Анатолий Ивановăн вилтăпри çине, Вăрнарта вырнаçнă 3065 №лĕ эвакогоспитальте вилнисен тăванлăх вилтăприн обелискĕ умне чечексем хучĕ.

Çĕнтерÿ парадне Калининăри, Мăн Явăшри, Вăрнарти 2-мĕш, Çĕрпелти шкулсенчи кадетсем, ял хуçалăх техникумĕн çамрăк армеецĕсем, Хапăс шкулĕн çамрăк пограничникĕсем патваррăн утса пуçларĕç.

«Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем иртнĕ çулхи пекех уйрăм колоннăна пуçтарăнчĕç. Кăçал вĕсен йышĕ çав тери пысăк пулчĕ – 500-е яхăн çын.

Трибунăра кашни предприяти-учреждени çитĕнĕвĕсем çинчен вуланă май, колоннăсем ун умĕпе ура! кăшкăрса иртсе вокзал çумĕнчи площаде çул тытрĕç. Кашниех çамрăк патриотсем йĕркеленĕ «чĕрĕ» коридор витĕр тухрĕç. Кĕçех вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем ăшне путрĕ.

Каçхи программăра вăрнарсем факел йăтса утнине, «Çавал» ансамблĕн юрри-ташшине тата тÿпене çĕкленнĕ салюта пăхса савăнчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика