11 мая 2017 г.
Вăрнарти чукун çул вокзалĕн территорийĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата Афганистанпа Чечняри хирĕçтăрусенче пуç хунă паттăрсене асăнса часавай çĕклеме палăртнине пĕлтернĕччĕ.
Ниме укçипе ун никĕсне хывнă ĕнтĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче вара часавай стенин пĕрремĕш кирпĕчĕсене чаплă лару-тăрура хучĕç. Объекта сăвапланă май, Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте çак ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ. Чукун çул вокзалĕнчен пиншер çын вăрçа тухса кайнă, шел, çуррийĕ таврăнайман. Афганистанри, Чечняри хирĕçтăрусенче тăватшар çамрăкăн пурнăçĕ татăлнă.
Пĕрремĕш кирпĕчсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район ертÿлĕхĕ – Геннадий Спиридонов тата Леонид Николаев, Александр атте, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, ырă ĕç пуçаруçи Олег Никитин хучĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи районти кашни çемьере хурлăхлă йĕр хăварнă. Апла пулсан кашни çемьере, кашни пуçлăхра астăвăм, хисеплĕх туйăмĕ пулмалла пек. Часавай – пĕр кунлăх мар, темиçе ăру валли. Эппин, унта кашни хăйĕн тÿпине хывма пултарать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.