Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медаль те, хаклă парне те

11 мая 2017 г.

Аслă Çĕнтерÿ кунне, çавăн пекех тăватă хутчен тĕнче чемпионĕн, XXII Олимп вăййисен бронза призерĕн Сергей Корнилаевăн парнисемшĕн иртнĕ республика турнирне вунă регионтан пуçтарăннă.

Вăрнарсем яланхиллех маттур пулнă. Икĕ ÿсĕмре вуншар категорире выляттарнă наградăсене вĕсем те çĕнсе илнĕ.

Львовсем – чăннипех пултаруллă: Никита та, Дима та хăйсен ушкăнĕнче чемпионсем пулса тăнă. Каччăсем пĕри 1-мĕш, тепри 2-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Турнирти çĕнтерÿçĕ медалĕсемсĕр пуçне çамрăксене районти спорт юхăмне аталантарас ĕçе тÿпе хывакан Александр Петров та, «Попутчик» ТМЯО ертÿçи, сумлă парне кÿнĕ – скутерпа савăнтарнă.

Етруккасси Мăрат каччи, Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Алексей Тимофеев тата Малти Ишек шкул ачи Данил Иванов виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Юрий Николаев (2-мĕш шкул), Семен Семенов (Пăртас), Никита Никандров (Санарпуç) – 5-мĕш вырăнсенче.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика