Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕпе хĕрĕ

11 мая 2017 г.

Рункă ялĕ Кĕçĕн Çавалăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Çавал çинче шыв арманĕ те ĕçленĕ, ГЭС та электричество çути парса тăнă. Сылтăм çыранĕнче Митрич пахчи ешернĕ – ку «Малый Цивиль» колхозăн мăнаçлăхĕ. Ялăн çурçĕр енчи лапамра вара колхоз утарĕ пулнă, унта Гаврил Яковлевич Яковлев хурт-хăмăр ăсти тăрăшнă, çулран çул ытларах та ытларах сиплĕ пыл илнĕ...

Гаврил Яковлевичăн 5 ачинчен пĕри, Нина, ашшĕшĕн пуринчен те пахарах пулнă пуль. Мĕншĕн-ши? Мĕншĕн тесен вăл ашшĕ вăрçăран таврăнсан тепĕр çулне, 1947-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче çуралнă, кăçал 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Анчах та ашшĕ мирлĕ пурнăçпа нумай савăнса пурăнайман: вăрçă суранĕсем салтак ĕмĕрне нумай кĕскетнĕ. Акă мĕнле аса илет Нина Гавриловна ашшĕ пирки: «Атте, Гаврил Яковлевич Яковлев, Рункă ялĕнче 1907 çулта çуралнă. Ăста платник, çĕвĕç пулнă. Шкулта 4 çул вĕреннĕ, вăл вăхăтра лайăх пĕлÿ илнĕ. «Малый Цивиль» колхоз правленин членĕ пулнă, колхозра хурт-хăмăр ăстинче ĕçленĕ.

Малтан çарта 1929–1933 çулсенче службăра тăнă. Ку Туркестанри Кушка ятлă заставăра пулнă. Унта Гаврил Яковлевич горнострелковăй полкра стрелок пулнă. Аттепе анне 1940 çулхи декабрьте пĕрлешнĕ, 1941 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче вара аттен вăрçа кайма ят тухнă. Вăл Шалти ĕçсен министерствин 87-мĕш чукун çул полкĕнче, кайран 80-мĕш тата 22-мĕш полкĕсенче стрелок тата пулеметчик пулнă. Вăрçăран 1946 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче таврăннă.

Наградисем чылайччĕ, халĕ пирĕн алăра унăн «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941 – 1945 г.г.» медалĕ çеç. Ыттисем сыхланса юлман...

Аттерен сăнÿкерчĕкĕ те пĕрре çеç юлнă. Вăл 1957 çулта вилнĕ. Эпĕ ун чухне 10 çулта пулнă».

Халĕ Гаврил Яковлевичăн 3 ачинчен (иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ) 8 мăнук, 4 мăнукĕн ачи, 1 мăнукĕн ачин ачи. Епле савăнĕччĕ пурăннă пулсан!

Ачаллах ашшĕсĕр юлнă пулсан та, амăшĕ пулăшнипе виçĕ ачи те аслă пĕлÿ илнĕ: хĕрĕсем – учитель, ывăлĕ – чукун çул инженерĕ. Нина Гавриловна малтан Канаш районĕнчи Катек шкулĕнче икĕ çул ĕçленĕ, кайран, 1972 – 2005 çулсенче, Хирпуçĕнче тимленĕ. Эпĕ унпа пĕрле 25 çул ĕçлеме тÿр килнĕшĕн хĕпĕртетĕп.

Нина Гавриловна мана яланах пĕлÿпе кăна мар, пурнăç енчен тăнлă пулнипе килĕшнĕ. Вăл çынна ырă канашпа та, ĕçпе те усă кÿме тăрăшать, хăть те кам чунне те ăнланма пултарать. Ахальтен мар ун патне вăл вĕрентнĕ ачасем яланах пырса çÿреççĕ: уявсемпе те саламлаççĕ, ăс ыйтма та килеççĕ. Уроксене те вăл яланах пурнăçпа çыхăнтарнă, ачасене математика пĕлнине пурнăçра усă курма вĕрентнĕ.

1983 çулта Нина Гавриловна «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ, 2002 çулта ăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.

Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Темĕн тĕрлĕ чечек, вуншар сорт тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет, мăнукĕсене ÿстерме пулăшать. Вĕсем пиллĕкĕн. Аслă мăнукĕн Ванюкăн ачине вара пăхса ытараймасть – тăваттăмĕш сыпăк ăрура! 

Эпир, Хирпуç шкулĕнче ĕçлекенсем, Нина Гавриловнăна – тава тивĕçлĕ учителе, 5 ача амăшне, хастар общественницăна (30 çула яхăн суйлав комиссийĕн секретарĕ) – 70 çул тултарнă ятпа саламлатпăр, нумай çул савăнса пурăнма вăй-хăват сунатпăр, ачисенчен, мăнукĕсенчен пархатар пултăр.

Зоя НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика