Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсемпе тĕл пулнă

03 мая 2017 г.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра иртнĕ «Смотр строя и песни. Марш Победителям!» пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă.

– Эпир сирĕн Раççей шайĕнчи чаплă çĕнтерÿпе мухтанатпăр. Эсир стройпа утассин хатĕрленĕвĕпе, Раççей историне пĕлессипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Эсир çĕршывăн тивĕçлĕ ывăл-хĕрĕсем, – тенĕ Михаил Васильевич.

Аса илтеретпĕр, Раççей конкурсĕнче Калининăри вăтам шкул кадечĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Михаил Игнатьевпа иртнĕ тĕлпулура шкул директорĕ Татьяна Ефимова регион пуçлăхне кадет юхăмне тата çамрăксене гражданла патриотизм воспитани парас ĕçре пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ каланă.

Михаил Игнатьев çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнă учительсене парнесемпе чысланă. Диплома Калинино шкулĕн ĕçченĕ Галина Кирилловна Лукина та тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика