Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăхпа пĕрлĕх уявĕ

03 мая 2017 г.

Виçĕмкун тĕнчери нумай çĕршывра ,çпе Çуркунне уявне паллă турĕç. Вăрнар районĕнче те ун тĕлне чылай пархатарлă мероприяти ирттерчĕç

Район администрацийĕн, ытти хăшпĕр предприятисен ĕçченĕсем, уйрăм çуртсенче пурăнакансем «Симĕс Раççей» акцие тăсса (вăл икĕ кун маларах пĕтĕм çĕршывĕпе иртнĕ) поселок урамĕсенчи çÿп-çаппа кĕрешнĕ.

Ку акцие кивçурт-енĕшсем те хутшăнчĕç, ,ç уявне ĕçре ирттерчĕç. Çамрăксем Вячеслав Алексеев пуçарнипе Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов ячĕллĕ панулми садне тасатрĕç, хăрнă туратсене иртсе вуллисене сăрларĕç. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк тавра тирпей-илем кÿчĕç, картисем çине çăлтăрсем вырнаçтарчĕç.

Çак кун клуб та аякра юлмарĕ. Светлана Алексеева культорганизатор ял ачисемпе ,çпе Çуркунне уявĕ пирки информаци сехечĕ ирттерчĕ, уяв мĕнле йĕркеленсе кайнипе паллаштарчĕ. Çак кун туслăхпа пĕрлĕх уявĕ пулнине асăнчĕ, çак енсем паян пирĕн пурнăçра питех те кирлине палăртрĕ.

Хыççăн ачасем Раççей, Чăваш Республикин ялавĕсене, тĕрлĕ тĕслĕ шарсене йăтса урам тăрăх утрĕç, ял çыннисене уяв пулнине систерчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика