Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ăсталăх тĕслĕхĕ

03 мая 2017 г.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта историе вĕрентекен Тамара Александровна Алексеева пирки чăнласах çапла каламалла. Унра ăс-тăнĕ, ырă кăмăлĕ, таланчĕ, чи кирли – ачасене юратни туллин пĕрлешнĕ. Çакă педагога ачасемпе çăмăллăн ĕçлеме çеç мар, çитĕнÿсем тума та ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пырать.

Ун урокĕнче пулса курнă. Ăсталăхне сăмахпа çырса пама çук. Кашни ача ĕçлĕ, предметпа кăсăкланни тÿрех курăнать. Темăна кашни ăнланмалла уçать. Чунĕпе çирĕп, тĕрĕс пулнипех ĕнтĕ ăна вĕренекенсем те, ĕçтешĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те çав тери хисеплеççĕ.

Тамара Александровнан ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, вăрçă хыççăн икĕ çултан çуралнăскерĕн, çул çÿреврех иртнĕ тесен те йăнăш мар. Çуралма вăл Тутарстан Республикин тĕп хулинче, Хусанта, çуралнă. Ашшĕ çар çынни пулнăран çемье тăтăшах куçса çÿренĕ. Каярахпа кăна вĕсем Чулхула облаçĕнче тĕпленнĕ. Тамара Александровна, çав вăхăтра темиçе шкул улăштарма тивнĕ пулсан та, вĕренÿре яланах малтисен ретĕнче пулнă, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă.

Шкул вĕренсе пĕтерсен пĕр вăхăт вăл облаçри вăрман промышленность хуçалăхĕнче бухгалтер-ревизорта тимленĕ. Каярахпа Чулхула университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Çак çулсенче Чăваш ен каччипе çемье çавăрнăскер, алла диплом илсен, Вăрнара куçса килнĕ. Малтанах Тамара Александровна республикăри туберкулезран сиплекен санаторире пионервожатăйра, çур çултанах истори учителĕнче тимлеме пуçланă. 1977 çулта вара Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкула куçнă.

Тамара Александровна Алексеева чăннипех вĕрентÿ ĕçне чунтан парăннă вĕрентекен! 40 çул çак шкулта ĕçлекенскер, миçе ачана пурнăç тĕллевне тупма, анлă тавракурăмлă пулма вĕрентмен пулĕ вăл?! Унăн вĕренекенĕсем çулсерен истори предмечĕпе районта, республикăра малти вырăнсене çĕнсе илни те çакнах çирĕплетет. Ачасемпе вĕрентекен хушшинчи ырăлăх, ăнланулăх, пысăк туйăмлăх никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ хутшăнусем пулăшса пыраççĕ те ăна.

– Учителĕн нихăçан та çынлăха çухатмалла мар. Унăн анлă тавракурăмлă, ăслă-тăнлă пулмалла, ачасене юратмалла, – Тамара Александровнан çак ылтăн сăмахĕсем ыттисемшĕн те тĕслĕх вырăнне пулма тивĕç.

Нумай çул Тамара Александрова районти истори учителĕсен методпĕрлешĕвне ертсе пынă. Тин çеç учитель ĕçне кÿлĕннĕ çамрăк специалистсене мĕн чухлĕ вĕрентмен-ши. Вăл – творчество конкурсĕсен, предмет олимпиадисен çулленхи жюри тата эксперт ушкăнĕн членĕ.

Унăн урокĕсем çÿллĕ шайра, кăсăклă иртни пирки иккĕленмелли çук. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна час-часах вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра иртекен курссене чĕнеççĕ, паха опычĕпе паллаштарма ыйтаççĕ. Чăваш патшалăх университетĕнчи истори факультечĕн студенчĕсемпе миçе заняти ирттермен-ши тата?

Тамара Александровна – «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» районти пĕрремĕш конкурсĕн çĕнтерÿçи (1991 çул). 1992 çулта республикăри çак конкурсрах вăл иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кунсăр пуçне унăн урокне чи лайăх хак панă.

Тамара Александровнан пысăк хака тивĕç тепĕр ĕçĕ пирки те каласа хăвармалла. Ку вăл – çитĕнекен ăрăва тĕпчев ĕçне хăнăхтарасси, хăйсен шухăш-кăмăлне уçса пама вĕрентесси. Ку енĕпе вăл 2002 çулта Етĕрне хулинче иртнĕ «Пултаруллă ачасем» семинарта республикăри вĕрентекенсене хăйĕн опычĕпе паллаштарнă. Çак ĕçшĕнех ăна Пĕтĕм тĕнчери «Глюон» интеллект-клубăн, «Халăх шкулĕ» журнал редакцийĕн («Вĕрентекен тата пултаруллă ачасем» конкурсра çĕнтернĕшĕн) Дипломĕсемпе хакланă. Çамрăксене историе тарăннăн, пур енлĕн вĕрентнĕшĕн, наукăпа практика семинарĕсен ĕçне пысăк тÿпе хывнăшăн панă наградăсем тата чылай унăн. Т.Алексееван вĕренекенĕсем, акă, тĕпчев ĕçĕсен пĕтĕм тĕнчери уçă конкурссенче «Краеведени» секцийĕнче, республикăри «Excelsior», «Эткер», «Наука», «Творчество. Аталану» конкурссенче те вĕсем призлă вырăнсене алăран яман. «Тăван çĕршыв» конкурсра Дипломсем нумай çĕнсе илнĕ. Ачисем – «Жемчужина Чувашии», «Моя малая Родина», «Вехи истории» район-республика тĕпчев конкурсĕсен çĕнтерÿçисем.

Çамрăк ăрăва ăс-хакăл, кăмăл-сипет тата этемлĕх воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Тамара Александровна Алексеевана 1979 çулта Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин тата вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз обкомĕн президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 1983 çулта «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 1991 çулта «Учитель-методист», 1993 çулта «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ятсене панă.

Тамара Александровна – районăн обществăлла пурнăçне пысăк тÿпе хывакансенчен пĕри. Районти хĕрарăмсен канашĕн членĕ пулнă, тăватă хутчен ăна республикăри хĕрарăмсен съезчĕн делегатне суйланă. Историк пулнă май, Вăрнар поселокĕн гербне тунă çĕре хутшăннă, поселок çинчен истори очеркĕсене çыракансен редакци канашĕн членĕ, 3065 №-лĕ эвакогоспиталĕн историне тĕпченĕ, «Вурнарская СОШ № 2» брошюрăна хатĕрлекенĕ тата ытти те. Паян Тамара Александровна – «Детям – о Великой Победе!» республикăн социаллă проекчĕн ертÿçи. 

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика