Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар ачисем – призерсем

03 мая 2017 г.

Православи тĕнĕн аслă уявĕ – Мăнкун умĕн Чăваш Республикин Обществăлла палати тата Чăваш митрополичĕ ачасем хушшинче художество пултарулăхĕн «Праздник Пасхи» конкурс йĕркелерĕç. Унта Вăрнар ачисем те хастар хутшăнчĕç.

Палăртма кăмăллă, 300 енне ĕçрен районти икĕ ачан ÿкерчĕкĕ призерсен йышне лекнĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен, чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕн воспитанници Василиса Музякова «Пасхальная радость» ĕçĕпе 2-мĕш вырăн йышăннă. Поселокри 7-мĕш «Ручеек» ача сачĕн воспитанникĕн Александр Чикмяковăн «Здравствуй, Пасха!» ÿкерчĕкне 3-мĕш вырăнпа палăртнă. Иккĕшĕн те художество ертÿçи – «Ручеек» ача сачĕн воспитателĕ Светлана Ивановна Иванова. Пултаруллă педагог хăйĕн ăсталăхне ачасене шеллемесĕр парать.

Вырсарникун çĕнтерÿçĕсене Шупашкарта «Пасхальная радость» республика  фестивалĕнче чысларĕç.

– Çĕнтерÿçĕсене палăртма питĕ йывăр пулчĕ. Конкурса 4 çултан аслăрах ачасем хутшăнчĕç. Эпир чи-чи маттуррисене палăртрăмăр, – терĕ Чăваш патшалăх художество музейĕн пай заведующийĕ Людмила Кадикина. Дипломсене çĕнтерÿçĕсене вăл Шупашкарти Христос Чĕрĕлĕвĕн Храм настоятелĕпе Михаил Иванов протоиерейпа пĕрле пачĕç.

Вуниккĕмĕш хут иртнĕ фестивале Вăрнар чиркĕвĕ çумĕнчи вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Илемлĕ сăвăсем вуларĕç, хаваслă юррисемпе куракансене тыткăнларĕç.

Çула тухиччен ачасене Александр атте пил пачĕ, çветтуй шывпа сирпĕтрĕ. «Уява хутшăнма май пулнăшăн Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ертÿлĕхне чĕререн тав тăватăп. Вĕсем пире кашнинчех автобус уйăрса параççĕ. Турă вĕсене пулăшса пытăр», – терĕ Александр Панзин протоирей.

Фестивальте ачасем дипломпа парнесене тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика