Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кантăк çинчи пахча

03 мая 2017 г.

2017 çул Экологи çулталăкĕ пулнă май, нумаях пулмасть Калинино ача садĕнче «Кантăк çинчи пахча» конкурс иртрĕ. Мĕншĕн кирлĕ тата мĕн парать-ха çак конкурс ачасене?

Ачасен пĕтĕмпех пĕлес, курас, аслисем мĕн тунине пĕтĕмпех пурнăçлас килет. Ача хăй куçĕпе курса, аллипе тытса тусан, унăн тавракурăмĕ анлăланать, таврари илемлĕхе тишкерме вĕренет, асра та яланлăхах юлать.

Унсăр пуçне, Г.Н.Волковăн «Этнопедагогика чувашей» кĕнекинчен илнĕ сăмахсене те тĕпе хурас килет. Вăл, чăваш халăхĕ ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕренмелли тата миçе çултан ĕçе явăçтармалли çинчен çырать. «Виççĕри ача-пăча ашшĕ-амăшне пулăштăр», – ĕç хатĕрĕсене аслисене илсе пани çинчен каланă кунта. «,çсĕр ача-пăча куç умĕнчен çухалать», – ачасене аслисемпе пĕрле пулма хистет, пĕрле кăштăртатмаллине палăртать.

Çавна шута илсе, вĕрентекенсем конкурса тăрăшсах хатĕрленни палăрчĕ. Кашни ушкăн кантăкĕ çинче тĕлĕнмелле ÿсентăрансен юмах тĕнчи! Вĕрентекенсен пуян та анлă фантазийĕ тĕлĕнтерет. Кашни пахчан хăйĕн ячĕ пур. Акă, 2-мĕш пĕчĕк ушкăнра «Наше подворье» ятлă (Н.Павлова, И.Медведева). Кунта ялти кил хушшинчи пурнăçа сăнласа кантăк çине вырнаçтарнă: выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк карти, асаттепе асанне тырă акаççĕ, лаши турттарса пырать, йытти пÿртне хураллать. Мĕн-мĕн акман пулĕ кунта: купăста, хăяр, сухан, баклажан, пăрçа, помидор, редис, кабачок, петрушка тата чечексем... Пĕтĕмпе 21 тĕрлĕ калча. Хурлăхан вара алпа тунă витĕр курăнакан ваза çинче, ачасем вăл мĕнле тымар янине те сăнаççĕ.

Вăтам ушкăнри кантăк çинче тĕлĕнмелле илемлĕ «пахча» «Паровозик из Ромашково» (А.Романова, А.Васильева). Кунта вара вагончиксенче тĕрлĕ ÿсентăран, чечек калчи шăтса тухнă. «Уяр» тата «Акăш» ăшĕнче тулă, сĕлĕ, урпа калчисем ешереççĕ.

Пĕчĕккисен ушкăнĕнче «Чипполино» – юмахри чăн-чăн сухан пирĕн çине тинкерсе пăхать. Пÿртне вара хăва хуллинчен ăсталанă. Маттур та иккен З.Вазанова вĕрентекен.

Аслă ушкăнсенче те питĕ пуян кантăк çинчи «пахча». Г.Фирсова вĕрентекен «Маша и медведь» мультфильмри сăнарсем тăрăх ăсталанă, И.Матвеева «Домик в деревне» ят панă хăй илемлетнĕ пахчине.

С.Павлова, И.Волкова вĕрентекенсем ачасемпе пĕрле тем тĕрлĕ пахчаçимĕç акса шăтарнă. Ачасем «пахчана» кунран кун сăнаса савăнаççĕ. Ахальтен мар вĕсем пахчине «Бабушкин богатый огород» тесе ят панă.

Акнă вăрă пĕр кунтах шăтса тухмасть, çавăнпа та ачасем чăтăмлăрах пулма, улшăнусене сăнама вĕренеççĕ. Акă кĕçех, çанталăк ăшăтсан, кантăк çинчи «пахча» анкартинчи йăрансем çине вырнаçĕ. Çак конкурс кашни вĕрентекен питĕ те пултаруллă, маттур, ĕçчен те ăста пулнине, ĕçе юратса тунине кăтартса пачĕ.

Раиса ПОЗИНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика