Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарсем тĕлĕнтернĕ

03 мая 2017 г.

Шкул ачисем хушшинче чăвашсене çутта кăлараканне Иван Яковлевич Яковлева халалласа пиçихиллĕ кĕрешÿ енĕпе ирттернĕ республика спартакиадинче Вăрнар район спортсменĕсем те ăнăçлă ăмăртнă.

Тĕрĕссипе, пирĕн районта кĕрешĕвĕн ку тĕсне специализацилемен, апла пулин те çамрăксем кавир çинче хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă.

Медаль комплекчĕсене вунпĕр виçе категорийĕнче выляттарнă. Вăрнар спортсменĕсем виççĕшĕнче çĕнтерÿ пьедесталĕ çине тăма тивĕçнĕ.

– Уйрăмах Малик Кураков тĕлĕнтерчĕ. Вăл пиçихиллĕ кĕрешÿпе ăсталăха профессионаллă туптакан спортсмена çĕнтерчĕ, – терĕ Юрий Львов тренер.

Малик – хăйĕн виçе категорийĕн чемпионĕ. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренет. Унăн юлташĕсем – Алексей Тимофеев тата Денис Федоров кĕмĕл призерсем пулса тăнă.

Никита Александровпа Никита Львов, шел те, финалта выляса янă, 4-мĕш пулнă. Юра Николаев 5-мĕш йĕркене йышăннă.

Ăмăртăва пĕтĕмпе вуниккĕн хутшăннă. Пĕтĕмĕшле результатсемпе вăрнарсен команди 3-мĕш вырăн йышăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика