Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Символсем – наци хаклăхĕ

29 апреля 2017 г.

Ĕнер районти тĕп площадьре Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе флешмоб иртрĕ.

Символла кун ячĕпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламларĕ. «Символсем пурри чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем патриотлăха, наци пуррине, ун хаклăхне çирĕплетеççĕ. Пирĕн символсем ĕмĕрсем иртсен те пулас ăрусене тыткăнлама ан чарăнччăр», – терĕ вăл.

Чăваш Республикин Гербĕпе Ялавĕн авторĕ – Чăваш халăх художникĕ, Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Пĕтĕм Раççейри Геральдика обществин хисеплĕ член-корреспонденчĕ Элли Юрьев.

Уяв ячĕпе площадьре чăваш Гимнĕн кĕвви янăрарĕ, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем патшалăх символĕсен «пайĕсене» флешмоб çаврăмĕнче пĕрлештерчĕç – Герб тата Ялав йĕркелерĕç. Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсем Тăван çĕршыв çинчен юрăсем шăрантарчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика