Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кинозал уçăлчĕ

29 апреля 2017 г.

Вăрнар поселокĕнче хальхи йышши кинозала савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç

Çакна каламалла, районти клубсен централизациленĕ тытăмĕ кино фончĕ ирттернĕ конкурсра федерацин çĕршыври кинематографине социаллă тата экономика пулăшăвĕпе тивĕçтерекен фонд уйăракан 5 миллион тенкĕллĕ грантне çĕнсе илнĕччĕ.

Районти культура çурчĕ субсиди укçипе цифрăллă тата сасă оборудованийĕ, 3D мелĕпе кăтартакан тытăм, киноэкран, креслăсем, программăпа аппаратура хатĕрĕсем тата ытти япаласем туянса вырнаçтарнă. Район бюджечĕн укçипе вара культура çурчĕн курав залĕн урайне, кинобудкăна, тумтире çакмалли вырăна, иккĕмĕш хутри пĕчĕк зала юсанă. Пĕр сăмахпа, кинозал валли хăтлă условисем тунă.

Уяв мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн тата электрон кинодокументацийĕн архивĕн директорĕ Николай Медведев, унăн заместителĕ Олег Цыпленков хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пурне те кинозал уçăлнă ятпа ăшшăн саламларĕ, çакă вăл районшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине пĕлтерчĕ. Вăрнар поселокĕнче тата районта пурăнакансен малашне Раççейре тата ют çĕршывра кăларнă кинофильмсене лайăх пахалăхпа пăхма май пулĕ. Ачасем вара хăйсен юратнă мультфильмĕсене курса савăнĕç. Çĕнĕ кинозалта илемлĕ фильмсене меллĕн пăхса ларма условисем лайăх. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев куракансене пушă вăхăта усăллă ирттерме ырă кăмăл сунчĕ.

«Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн тата электрон кинодокументацийĕн архивĕн директорĕ Николай Медведев модернизациленĕ кинозалсем уçассипе республика Атăлçи федераци округĕнче чи лайăххисен йышĕнче пулнине пĕлтерчĕ. 2016 çулта Чăваш енре 5 çĕнелнĕ кинозалсен алăкĕсем уçăлнă, кăçал 12 ĕçлеме пуçлĕ. Н.Медведев пирĕн çыршыври халăх халĕ те кино пăхма юратнине палăртрĕ.

Чĕннĕ хăнасем хĕрлĕ хăю касрĕç те районта çĕнĕ кинозал уçăлнине пĕлтерчĕç. Районта кинозала лайăх ят парассипе конкурс ирттернĕ. «Звездный» ятшăн нумай сасă панă.

Уяв программине ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем илемлетрĕç. В.Кузьмин художникăн куравĕ уçăлчĕ. Пухăннисем çавăн пекех тĕрлĕ вăйă-конкурса хутшăнма пултарчĕç.

Çамрăк куракансем çĕнĕ кинозалра «Никита Кожемяка» мультфильма пăхрĕç. Кунта каçхи киносеанссем те пулĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика